АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нăрваш Шăхальсем –çĕнтерÿçĕсем

29 июня 2011 г.

Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕ çывăхĕнче Чăваш Республикинчи ял поселенийĕсем хушшинче йăлана кĕнĕ Спартакиада иртнĕ. Çак ăмăртусенче Патăрьел район чысне Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕ хÿтĕленĕ. Лапталла выляссипе пирĕн спортсменсене çитекенни пулман, финалта хуçасене пысăк шутпа çĕнтернĕ. Канат туртассипе – виççĕмĕш вырăнта. Хăйăр тултарнă 80 килограмм таякан миххе хул пуççи çине çĕклесе, кукленсе ларса тÿрленесси паллах çăмăл мар. Кунта вара ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн Нăрваш Шăхалĕнчи филиалĕн йывăр атлетика уйрăмне çÿрекен А. Пагунов чăннипех те хăйĕн вăйĕпе тĕлĕнтернĕ: икĕ минут хушшинче 31 хутчен кукленсе тÿрленнĕ (приседание), ылтăн медале тивĕçнĕ. Кĕвентепе шыв йăтассипе каллех Нăрваш Шăхалĕнчи тĕслĕхлĕ библиотека заведующине П. Лаврентьевăна никам та хăваласа çитеймен. Паттăрсен конкурсĕнче Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Ю. Томатов иккĕмĕш вырăна тухнă.

Сухаçăсен тупăшăвне “Труд” ЯХПКри Ю. Пагуновпа Нăрваш Шăхалĕнчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕ С. Николаева хутшăннă, халĕ вĕсен çемье архив-не кĕмĕл медаль пуянлатĕ.

Спартакиада пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх (7 медале тивĕçнĕ) Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕн туслă команди чăннипех те чи вăйлине тепĕр хут çирĕплетнĕ. Сăмах май каласан, пĕлтĕр те Нăрваш Шăхальсем çĕнтерÿçĕ пулнăччĕ.

А. ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика