АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявăн тĕп саманчĕсем Шупашкарпа Çĕрпÿ хулисенче иртрĕç.

29 июня 2011 г.

Йыхравлать курав, илĕртет ярмăрккă... Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Республика кунне халалласа Çĕрпÿ ра-йонĕнче ирттернĕ мероприятисене хутшăнчĕ. Ку тăрăхра Республика кунĕ ячĕпе çулленхи “Уй кунĕ” курав йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Аграри форумне Раççейĕн 15 регионĕн специалисчĕсем, ял хуçалăхĕн инноваци техникипе тата оборудованийĕпе, вăрлăхпа, ÿсен-тăран хÿтĕлевĕн имçамĕпе, минерал удобренийĕпе тивĕçтерекенсем федерацин Атăлçи регионĕнчен йышлăн пуçтарăннă. Экспозицие уçнă май Михаил Йыхравлать курав, илĕртет ярмăрккă... Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Республика кунне халалласа Çĕрпÿ ра-йонĕнче ирттернĕ мероприятисене хутшăнчĕ. Ку тăрăхра Республика кунĕ ячĕпе çулленхи “Уй кунĕ” курав йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Аграри форумне Раççейĕн 15 регионĕн специалисчĕсем, ял хуçалăхĕн инноваци техникипе тата оборудованийĕпе, вăрлăхпа, ÿсен-тăран хÿтĕлевĕн имçамĕпе, минерал удобренийĕпе тивĕçтерекенсем федерацин Атăлçи регионĕнчен йышлăн пуçтарăннă.

Экспозицие уçнă май Михаил Игнатьев Çĕрпÿсене, унăн хăнисене уяв ячĕпе саламларĕ, “Уй кунĕ” пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли вырăн тата ытти регион партнерĕсемпе ĕçлĕ çыхăну йĕркелемелли мел пулнине палăртрĕ.

Пĕлтĕрхи шăрăх çанталăкра выльăх-чĕрлĕх валли кирлĕ чухлĕ утă-улăм хатĕрлеймен. Кăçал апатлăх культурăсем парка çитĕнеççĕ. Апла пулсан 2 çуллăх саппас тума та пулать, тĕш тырă вăрлăхне çителĕклĕ хатĕрлемелле – çакăн пек тĕллев лартрĕ Михаил Игнатьев ял ĕçченĕ умне, АПК тытăмне патшалăх малашне те пулăшасса шантарчĕ.

Президент экспозицирен техника шанчăклăхне, хальхи комбайнсемпе ĕçленин эффективлăхне уçăмлатас шутпа Раççейре тата Германире кăларнă комбайнсен штурвалĕ умне хăй ларчĕ. “Ку техника чăннипех хăтлă”, – терĕ вăл ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене вĕсене туянма сĕнсе.

Паллах, тырă-пулă ăнса пулмарĕ пулсан хăватлă техника тухăçа ÿстереймĕ. Çĕрпÿсен вара кĕр тыррисен пуссисем уйрăмах парка çитĕнеççĕ, куçа савăнтараççĕ. Президент Раççей ял хуçалăх академийĕн «Колос» предприятийĕн уйĕсемпе паллашрĕ, вĕсене пысăк хак пачĕ.

Республика кунĕ ячĕпе Çĕрпÿсене пысăк парне кÿчĕç – кунта ял хуçалăх пасарĕ уçăлчĕ. Ăна çулталăкрах туса лартнă. 240 тăваткал метр лаптăкра 10 павильон халăха апат-çимĕçпе тивĕçтерме тытăнчĕ. Промышленность таварĕсемпе тепĕр иккĕшĕ сутă тăвать. Ял хуçалăх çимĕçĕ валли те сентресем йĕркеленĕ. Михаил Игнатьев суту-илÿ речĕсемпе çÿрерĕ, хăйсен хуçалăхĕнче çитĕнтернĕ çимĕçе сĕнекенсен, ăна туянакансен кăмăл-шухăшĕпе паллаштарчĕ.

...Республика кунне Çĕрпÿре чаплă лару-тăрура уçрĕç: район çыннисемпе хăнисем пултарулăх коллективĕсен театрализациленĕ концертне, “Раççей çăл куçĕсем” фестивале килнисен юрри-çеммипе савăнчĕç. Ярмăрккă тÿремĕнче “Манăн Республика кунĕ” фотокурав чылайăшне тыткăнларĕ. “Этнографи ялĕпе” – районти ял тăрăхĕсен экспозицийĕсемпе Президент кăмăллăн паллашрĕ, “Ылтăн алăсем” куравра халăх ăстисен ĕçне тыта-тыта пăхса хакларĕ.

«Паян сирĕн хутлăхра Аслă Раççейĕн чылай кĕтесĕнчен хăна-вĕрле пуçтарăнчĕ. Нумай нациллĕ Чăваш Ен килĕшÿре, çураçура туслă пурăннине çирĕплетекен тĕслĕх çакă , – палăртрĕ Президент. – Чăваш Респуликин тĕп уявне хăйсен патĕнче ирттерме Çĕрпÿсем социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çитĕнĕвĕсене кура тивĕçнĕ».

Президент Чернобыль АЭСĕн катастрофине пĕтерме хутшăннисене, ял хуçалăх ĕçченĕсене патшалăх наградисем пачĕ. II степень “Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орден медальне Иван Михайлов тата Николай Скворцов, “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ” ята Петр Григорьев тивĕçрĕç. Нумай ачаллă Никифоровсен, Ершовсен, Кузьминсен çемйине Михаил Игнатьев çĕр лаптăкĕпе тÿлевсĕр усă курма сертификатсем пачĕ, ывăл-хĕрне велосипед парнелерĕ. Николай Кадикин тата Инга Иванова çамрăк специалистсем çурт-йĕр çавăрма социаллă тÿлев сертификачĕ илчĕç.

Михаил Игнатьевпа РФ Патшалăх Думин комитет председателĕ Константин Косачев Тихвин ярмăрккинче пулчĕç, сутуçăсен таварĕпе паллашрĕç.

“Тихвин ярмăрккине пĕчĕкренпех асра тытатăп. Вăл яланах шавлă иртет, тĕрлĕ çĕрти халăха илĕртет. Вăл район тата республика экономикине аталантарма май паракан паллă пулăм”, – терĕ Президент ял тăрăхĕсенчен кашнийĕн хăйĕн ÿсĕм çул-йĕрĕ пулмаллине палăртса.

Ярмăркка хăнисем чăваш çимĕçĕпе сăйланчĕç, тавар туянчĕç, юрă-кĕвĕпе савăнчĕç. Словаки Республикин Раççейри чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕ Йозеф Мигаш Тихвин ярмăрккинче пулнă май пирĕн халăхăн йăли-йĕркине пысăк хак парса чăваш хутлăхне тăтăшах килес килнине, чунĕ туртнине пĕлтерчĕ.

«Раççей çăл куçĕсем» – вăй-хал çăл куçĕсем

Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри “Раççей çăл куçĕсем” фестивалĕ – Республика уявĕн тĕп саманчĕсенчен пĕри. Вун тăххăрмĕш хут иртрĕ вăл Чăваш Енре.

Кăçалхине Раççейĕн 24 регионĕнчен 27 коллектив тата Беларуç Республикипе Иранран виçĕ ушкăн килнĕ. Çав шутра – Иранри халăх ташшисен “Сахра”, Беларуçри “Щедрица” тата “Хамăр ял” ансамбльсем, Дагестан, Калмăк, Пушкăртстан, Мордва, Мари Эл, Карели республикисемпе Ульяновск, Псков, Липецк, Белгород...облаçĕсенчи коллективсем.

Фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Ют çĕр-шыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ытти хăнасем хутшăнчĕç.

“Раççей çăл куçĕсене” пил параканĕ Михаил Игнатьев пулчĕ:

– Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, хаклă хăнасем. Пирĕн тăван республика – чăваш Ен – паян хăнасене йышăнать. Вĕсем пирĕн йышлă: çурçĕртен пуçласа кăнтăр, хĕвел тухăçĕнчен тытăнса хĕвел анăçĕ таранах. Эсир – çĕр-шыв культурине тытса пыракансем, упракансем, çирĕплетекенсем. Шăпах эсир хăвăрăн искусствăпа, хăй евĕрлĕхĕрпе, йăла-йĕркĕрпе, ĕçĕрпе нумай нациллĕ Раççейĕн иксĕлми пуянлăхĕ пулса тăратăр, – терĕ Михаил Васильевич.

Вăл Раççей культура министрĕн Александр Авдеевăн салам сăмахĕпе те паллаштарчĕ.

Михаил Игнатьев Президент республика наградисемпе те чысларĕ. Халăх музыка пултарулăхне аталантарас тĕлĕшпе пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Чăваш Республикин Хисеп грамотипе “Карагод” фольклор ансамблĕн ертÿçине – Мускав патшалăх культурăпа искусствăсен университечĕн кафедра заведующине Евгения Засимовăна наградăларĕ.

“Раççей çăл куçĕсем” фестивале хастар хутшăннăшăн Ярославль хулинчи А. М. Добрынин ячĕллĕ культура керменĕ çумĕнчи “Чарочка” казак халăх ансамблĕ Чăваш Ен Президенчĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ, Дон, Кубань, Çĕпĕр казак фольклорĕн сĕткенĕпе вăй илсе тăракан коллектив Шупашкара пиллĕкмĕш хут килнĕ.

“Раççей çăл куçĕсем” фестивалĕн шанчăклă тусĕсем татах пур. Сăмахран, чукча-эскимос патшалăх “Эргырон” ансамблĕ кăçал Шупашкара 13-мĕш хут килнĕ, Улья-новск облаçĕнчи вырăс юррисен “Волгари” халăх ансамблĕ – 11 хут, Ярославль облаçĕнчи “Чарочка” – 10 хут.

Уява чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, унăн мухтавлă ывăлĕпе Андриян Николаев космонавтпа паллаштаракан театрализациленĕ пролог уçрĕ. Шупашкар çыннисемпе унăн хăнисене Республика кунĕпе Пĕтĕм тĕнчери космос станцийĕнчен те салам янă.

(“Хыпар”)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика