АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă çул сана, выпускник, ырă çул!

29 июня 2011 г.

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекенсем валли йĕркеленĕ бала Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 300 ытла яш-кĕрĕм пуçтарăнчĕ . Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов уçрĕ. Вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ май ачасен ĕçне пĕтĕмлетме те кăмăллă. Вырăс чĕлхипе, математикăпа, физикăпа, обществознанипе, географипе, биологипе, химипе, ют чĕлхепе, историпе патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытрĕç вĕсем. Йывăрлăхсенчен ăнăçлă каçрĕç. Патăрьелĕнчи Э. Спиридонова вырăс чĕлхипе 100 балл пуçтарма пултарчĕ. 24 выпускник 90 балран ирттерчĕ. Математикăпа та кăтартусем аван. Çапла пулма майĕ те пур. 44 выпускник ылтăн, 12 вĕренекен кĕмĕл медаль илме тивĕçнĕ. Пурте аттестатлă пулаççĕ. Шкулсенче вĕренекенсем 22 предметпа олимпиадăсене хутшăннă. 94-шĕ çĕнтерÿçĕ, 276-шĕ призерсем пулнă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем ку енĕпе пысăк хастарлăх кăтартнă. Туçари, Сăкăтри, Ыхра Çырминчи, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул выпускникĕсене те ырăпа палăртмалла.

– Çирĕп пĕлÿ малашнехи çула уçать. Кăткăс техникăна унсăрăн алла илеймĕн. Аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен е техникумсемпе училищĕсенчен вĕренсе тухсан та хамăр тăрăхах таврăнмалла пултăр. Кĕтетпĕр сире, – терĕ Н. Глухов. Николай Иванович тивĕçлисене ылтăн тата кĕмĕл медальсене пачĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В. Осипов тĕрлĕ енлĕ палăрнисене номинацисемпе хакларĕ, хăюсем çактарчĕ.

Районти шкулсенчи выпускниксен мĕн пур класс ертÿçисен ячĕпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Майрина сăмах илчĕ.

– Вун пĕр çул вăрăм та, кĕске те пулчĕ. Çирĕп ыйтакан учительсен урокĕсем, хаваслă переменăсем, шавлă походсем хыçа юлчĕç. Ачасемпе эпир савăнăçа та, хуйха-суйха та пĕрле пайларăмăр. Сире Раççей Федерацийĕн гражданинĕ таранччен ÿссе çитĕнме пулăшрăмăр.

Пурнăç вăл –тинĕс. Унта ирĕклĕн малалла ишĕр, çыран хĕррине вара ыррипе, лайăххипе çеç тухăр. Çутă çăлтăрсем сире çул кăтартса çеç пыччăр, – терĕ Альбина Николаевна.

Ырă сĕнÿсемшĕн, хăйсене тивĕçлĕ пĕлÿ панăшăн выпускниксем класс ертÿçисене чĕререн тав сăмахĕ каларĕç.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкултан вĕренсе тухакан К. Пыркина вара хăйпе пĕр çулхисен ячĕпе мĕн пур ăрури педагогсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ. Учительсен шанăçне тÿрре кăларса малашнехи пурнăçра хастар пулма сăмах пачĕ.

Выпускниксен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Аслă Чементи С. Фролова сăмах илчĕ.

Чипер тумланнă каччăсемпе хĕрсем сыв пуллашу вальсĕпе пурнăçăн анлă юхăмне кĕрсе кайнăнах туйăнчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика