29 июня 2011 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренÿ çулĕ вĕçленсен ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерь ĕçлеме пуçларĕ. Ăна ертсе пыма А. Авиновăна шанчĕç. “Хĕвел” лагере ултă ялтан 45 ача кăмăлтан çÿрерĕç. “Асамат кĕперĕ” тата “Одуванчики” отрядсем тĕрлĕ мероприятие хутшăнчĕç. Ачасене уйрăмах “Юмахсен тĕнчи”, “Туристсен кунĕ”, “Тăван тавралăх”, “Сывлăх кунĕ”, “Ÿнерçĕсен тĕнчи” илĕртрĕ. Çавăн пекех ВДПО инструкторĕпе А. Андреевăпа тĕл пулу, викторина, конкурс, телекурав йĕркелерĕмĕр. Ачасем районти тĕп библиотекăна та çул тупрĕç. Унта Раççей Патшалăх Думин депутачĕн Н. Бударин летчик-космонавтăн пулăшуçипе И. Мурзахановпа тĕл пулчĕç.
Районти “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексне те час-часах кайса çÿрерĕç. Унта шыва кĕчĕç, тĕрлĕ вăйă вылярĕç. Стадионта эстафетăсем, чупусем пулчĕç.
Çумăрлă çанталăкра та ачасем пуçа усса лармарĕç. Шашка-шахмат, хаваслă стартсем, волейбол, баскетбол, пионербол вăй-йисем йĕркелерĕç. Меро-приятисене ирттерме, Н. Агеева, А. Анюров, В. Смирнова, М. Шакмаева воспитательсем пулăшрĕç. Тутлă апат-çимĕçпе А. Краснова аслă повар сăйларĕ.
Вăхăт сисĕнмесĕрех иртрĕ. Лагерьти мероприятисене хастар хутшăннă ачасене лагерь ертÿçи Хисеп хучĕсемпе парнесем парса хавхалантарчĕ.
В. АНТИПОВ.