АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НУРЛАТРА – УЯВ

06 июля 2011 г.

Кăçалхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Тутарстан Республикин Нурлат хулинче Пĕтĕм Раççейри чăваш культурин пиллĕкмĕш “Уявĕ” иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пынипе ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем те хутшăннă. Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи юрă-ташă ăстисем хушшинче Каншелĕнчи В. Верликов ертсе пыракан «Çăл куç» халăх фольклор ансамблĕ те пулнă. Патăрьелсем çавăн пекех наци апачĕсемпе пылак шывсен конкурсĕнче те хăйсен продукцине кăтартнă.

12 илемлĕ пике хушшинче Нăрваш Шăхалĕнчи Оля Митрофанова иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ, “Сарă хĕр” титула тивĕçнĕ.

Журналистсемпе калаçнă май Чăваш Ен Президенчĕ М. Игнатьев çакна палăртнă: «Чăвашсен наци уявĕсем нумай. Вĕсем – Акатуй, Сабантуй, Сурхури, Уяв тата ыттисем те – Чăваш Енпе пĕрлех Тутарстанра та иртеççĕ». Тутарстан Президенчĕ Р. Минниханов икĕ туслă халăхăн пĕрпеклĕхĕсене палăртнă: “Пире ĕçе юратни те çыхăнтарать. Çакнашкал уявсем нумай пулччăр. Пĕр-пĕрне хавхалантарса пымалла пирĕн. Пĕрлĕхре – вăй”, – тенĕ.

Тĕрĕсех. Пирĕн районта темиçе ĕмĕр çума çумăн, килĕштерсе, туслăхра чăвашпа тутар тата ытти халăх çынни пĕр çемье-ри пек пурăнать.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика