06 июля 2011 г.
Районта пурăнмалли çурт-йĕр çĕклесси ăнăçлă пулса пырать. Кăçалхи çур çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 9075,2 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕре хута янă (2010 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 105 процент), харпăр хăй пурăнмалли 40 çурт тунă. Ку тĕлĕшпе ял поселенийĕсенчен уйрăмах Алманчă, Ыхра Çырми, Тутар Сăкăт, Шăнкăртам ял поселенийĕсем хастар ĕçлеççĕ. Вĕсенче ку таранччен çулталăкри плана 50 процент ытла пурнăçланă. Çав вăхăтрах Пикшик, Ишлĕ, Туçа, Сăкăт ял поселенийĕсенче çак ĕç япăхрах пырать.
Кăçал районĕпе 29100 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕре хута яма палăртнă. Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнче харăсах нумай хваттерлĕ тăватă çурт тăваççĕ. Утă уйăхĕнче 14 хваттерлĕ çурт хута каймалла (подрядчикĕ “Энергострой” тулли мар яваплă общество). Çулталăк вĕçлениччен “Строй-Инвест” тулли мар яваплă общество тăвакан 24 хваттерлĕ çурт хатĕр пулмалла. Çĕртме уйăхĕнче тепĕр икĕ çурта тума пикеннĕ. Вĕсем 2012 çулта ĕçе кĕмелле.