06 июля 2011 г.
Тунтикун, утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов организаци, предприяти, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе, ял поселени пуçлăхĕсемпе пĕрлехи анлă лару ирттернĕ. Николай Иванович кĕскен иртнĕ уйăхра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарнă, умра тăракан ыйтусене çивĕчлетнĕ. Кăçалхи çĕртме уйă-хĕнчи пĕлтерĕшлĕ ĕç – Патăрьелĕнче 240 вырăнлă шкул çулне çитмен ачасене валли учреждение тума пикенни. Халĕ тăвакан “Калинино–Патăрьел–Елчĕк–Аслă Чемен”– “Шăмăршă–Суйкăн–Алтышево” автоçула вара кĕркунне хута ямалла. Район центрĕнче нумай хваттерлĕ çуртсем тăвас, район халăхне таса шывпа тивĕçтерес, канализаци ыйтăвĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе те малалла ĕçлеççĕ.
Çавăн пекех пирĕн тăрăхра Район кунне йĕркелесси йăлана кĕрсе пырать. Ларура район администрацийĕн пуçлăхĕ уява ăнăçлă ирттерсе ярас ыйтăва та çивĕчлетнĕ.
Умра– ăшă çу кунĕсем. Çакă пушар тухас хăрушлăха кăларса тăратать. Çавăнпа та вырăнсенче ку тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсем йĕркелесси, вут-кăвартан асăрханасси–паянхи кун çивĕч ыйту пулнине палăртнă.
(Хамăр корр.)