06 июля 2011 г.
Çĕр çын пурнăçĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл– пурнăç тыткăчи. Çавăнпа та унпа тирпейлĕ, пĕлсе, ăнăçлă усă курмалла. Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексĕн 72 статйипе килĕшÿллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем муниципаллă пĕрлĕх территорийĕсенче çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăмалла.
Çак кунсенче Чăваш Республикин Росреестр управленийĕ муниципаллă çĕрсемпе мĕнле усă курнипе паллашас тĕллевпе семинар-канашлу ирттернĕ. Унта Патăрьел, Комсомольски районĕсенчи администраци специалисчĕсемпе ял поселенийĕн пуçлăхĕсем хутшăннă. Семинар-канашлура çĕрпе çыхăннă право ыйтăвĕсене хускатнă. Кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явма Чăваш Республикинчи Росреестр управленийĕн ертÿçи Е.Карпеева, унăн специалисчĕсем, район администацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, район прокурорĕн пулăшуçи Е.Иванова хутшăннă.
Н. АНДРЕЕВА.