06 июля 2011 г.
Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 328 статйи çамрăксем çар тата альтернативлă службăран пăрăннипе уголовлă яваплăх тыттарнипе çыхăннă. Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă, Патăрьел районĕсенчи çар комиссариачĕсен уйрăмĕсенчен следстви пайне çул çитнĕ çамрăксем çар хĕсметне каяссинчен тарса çÿрени, медицина комиссине тухманни пирки 14 ыйту кĕнĕ. Тĕрĕслев хыççăн РФ УПКăн 144-145 статйисемпе ултă призывник ячĕпе уголовлă ĕç пуçарнă, суд приговорĕпе 80 пине яхăн тенкĕ штраф панă.
Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн 18-27 çулсенчи граждансен сывлăх тĕ-лĕшĕнчен юрăхлă пулсан хăйсен Конституци тивĕçне пурнăçласа Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме каймаллах.
В.ЕГОРОВ,
РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕн аслă следователĕ.