АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун уççи уншăн – ташă, çавăнпах пуль вăл ăшă

06 июля 2011 г.

Сцена çинче кăпăшка юр пĕрчи пек вĕлтĕртетекен хĕр ачасемпе арçын ачасене куç сиктерми пăхас, вĕсен çăмăл хусканăвĕсемпе киленес килет. Тĕрлĕ ташăра тĕрлĕрен çи-пуç тăхăннăскерсене чĕрĕ пуканесем тейĕн. Хăш-пĕр тумпа вĕсем юмахри сăнарсене те аса илтереççĕ. Çакă пĕтĕмпех Шăнкăртам ял поселенийĕнчи ачасен “Биляр” ташă ансамблĕн ертÿçин Татьяна Валерьевна Торговцеван ĕçĕ. Ахальтен мар кăçал унăн творчествăри пултарулăхне пысăка хурса хакланă, Чăваш Ен Президенчĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Татьяна кĕвĕ-çемĕ тĕнчине ача чухнех туртăннă. Лайăх вĕреннипе пĕрлех музыка шку-лĕнче те чи кăтартулли пулнă. Тăтăшах районти юрăпа ташă ансамблĕн ĕçне хутшăннă, хореографинчи ăсталăхне, пултарулăхне çултан çулах ÿстерсе пынă.

Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чухне унăн творчествăри хастарлăхĕ тата пысăкланнă. Студентка А.Музыкантов ертсе пыракан “Сувар” халăх ташă ансамблĕн членĕ пулнă. Ун чухнех вăл опытлă сцена ăстисемпе пĕрле пысăк программăпа Мускав, Санкт-Петербург, Чулхула, Ульяновск, Смоленск тата ытти хуласене, тĕрлĕрен республикăпа районсене тухса çÿренĕ, хăйĕнчен аслисенчен ырă тĕслĕх илнĕ.

Пилĕк çул каялла вăл тăван Патăрьелне таврăнса фитнес енĕпе предприниматель ĕçĕ-хĕлне уçнă. 2007 çултанпа “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче фитнес-аэробика енĕпе тренер пулса тăрăшать. Ку ĕçре çамрăк хĕрарăм пысăк хисеп çĕнсе илме те ĕлкĕрнĕ. 2010 çулта вăл ертсе пыракан “N-ergo” команда членĕсем фитнес-аэробика енĕпе Шупашкар хула пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн пынă уçă чемпионатран пысăк çĕнтерÿпе таврăннă.

Татьяна Валерьевна ертсе пыракан ташă ансамбльне çÿрекенсен йышĕ пысăклансах пынине кура ăна тутарсен ташă ушкăнне уйрăммăн тума сĕнеççĕ. Çак шухăша хирĕçлемен вăл. 2007 çулта Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта “Биляр” ушкăн йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра кунта тĕрлĕ çулсенчи 70 ача ташă вăрттăнлăхне хăнăхать. Ансамблĕн малтанхи çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ. 2010 çулта вĕсем Йошкар-Олара регионсем хушшинче иртнĕ ачасен сцена çинчи пултарулăх конкурсĕнчен II степеньлĕ диплом лауреачĕ пулса таврăннă. Çакă çамрăк ертÿçĕн пысăк çитĕнĕвĕ, ĕçĕ.

Виçĕ çул хушшинче ансамблĕн хореографи маçтăрлăхĕ палăрмаллах ÿснĕ. Çак çулсенче вĕсем республикăра иртекен кашни фестивале тенĕ пекех хутшăннă, çитĕнÿпе таврăннă.

Т.Торговцева ертсе пыракан ансамбль репертуарĕ пуян. Программăра халăх, эстрада ташшисем те, çĕнĕ стиллĕ ташăсем те пур. Кашни çул вăл вăтамран ултă хореографи произведенине сцена çине кăларать. Куракан вĕсене пурне те кăмăллă йышăнать.

Татьяна Валерьевна профессси ăсталăхне ÿстерсе пынипе пĕрлех обществăлла пурнăçра та хастарлăх кăтартать. Вăл волейболла выляссипе район чысне тăтăшах хÿтĕлет. Ахальтен мар ансамбль ертÿçи çамрăксене сывă пурнăç йĕркине ытларах явăçтарма тăрăшать.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика