06 июля 2011 г.
Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне пĕтернĕ 13 хĕрпе каччăшăн çĕртме уйăхĕн 28-30-мĕшĕсем пĕлтерĕшлĕ, нумайлăха асра юлакан кунсем пулса юлĕç. Патшалăх комиссине тата куракансене вĕсем хăйсен диплом ĕçĕсемпе паллаштарнă. Институтăн пиллĕкмĕш курсĕнче вĕренекенсем чăвашла тата вырăсла тăватă спектакль хатĕрленĕ. Вĕсене институтăн вĕренÿ театрĕнче, çавăн пекех К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕн сценисем çинче кăтартнă.
Пулас актерсен кунне К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев ертсе пынă. Çамрăк ăру чăваш тата вырăс драма театрĕсен трупписенче ĕçлеме пуçлĕ.