АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЫЛЬĂХСЕМ ХĕЛЛЕ ВЫçĂ ТĂМĕç

09 июля 2011 г.

«Ĕне усраканăн тути çуллă» тенĕ мĕн авалтанах, анчах ĕçлемесен сĕчĕ те, çăвĕ те, какайĕ те çук. Çуллахи шăрăх çанталăкра сулхăнта темле киленсе ларас тесен те ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракансен вăхăчĕ те, майĕ те çук. Юптарури шăрчăк пек пурăнсан витесем часах пушанма, кайран вара çил ачисене валли вылямалли вырăн çеç пулса юлма пултараççĕ. “Красное знамя” ял хуçалăхĕнче çакна шута илсе çуллен выльăхсене валли апат çителĕклĕ хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Кунта ĕне-выльăх, сыснасен шучĕ те курăмлă. Акă, сăвăнакан ĕнесем кăна 210 пуç, унччен вара 150 пулнă. Хуçалăх выльăх-чĕрлĕхсĕр аталанайманнине Сăкăтсем лайăх пĕлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ “Красное знамя” хуçалăха чылай çул ертсе пыракан П.Никифоров час-часах фермăсене çитет, унти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашать. Çитменлĕхсене пĕтерме, лайăх пулăмсене ытларах аталантарма тăрăшать.

– Выльăх-чĕрлĕхрен продукци нумайрах илес тесен хĕл каçма апат çителĕклĕ янтăламалла, пахалăхне те пăхмалла, – тет Петр Николаевич. Хальхи вăхăтра “Красное знамя” ял хуçалăх производство кооперативĕнче вы-льăх апачĕ хатĕрлессин пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕпе пĕрех. 324 гектар йышăнакан нумай çул ÿсекен курăксен пĕрремĕш хутне çулса пĕтернĕ. Нÿрĕк тытнăран, удобренипе апатлантарнăран, кăçал тата çумăрĕ те аванах çурĕ, курăк лайăх çитĕннĕ. Апла пулсан апатне çителĕклĕ хатĕрлеме те май пур.

Паяна “Красное знамя” ял хуçалăх предприятинче сенаж – 200 тонна яхăн, силос 2000 тонна хатĕрленĕ. Вĕсене кĕске вăхăтра, май пур таран технологине пăхăнса янтăлама тăрăшнă. Сăмах май, Сăкăтра хăть силоса, хăть сенажа ятарлă хура пленкăпа витеççĕ. Çакă апат пахалăхне лайăхрах упрама, çиелти сийне пăсăласран сыхлама май парать иккен.

– Çывăх кунсенчех 80 гектарти пĕр çул ÿсекен курăкран тырă сенажне янтăлама тытăнатпăр. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте ĕçлекенсем çителĕклĕ. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕнче “Е – 281” Марал комбайнпа С.Хитров, В.Чернов, В.Чермасов, А.Бакашин водительсем, çулакан агрегатпа Н.Чернов, тракторпа пусăрантаракан Н.Хитров механизатор тата ыттисем те тăрăшрĕç, – тет П.Никифоров.

Хуçалăхра утă 300 тонна хатĕрлеме палăртнă. Нумай çул ÿсекен курăксен иккĕмĕш хут çулнине управа хурасшăн.

Чылай хуçалăхра кукурузăна çитĕнтерме пăрахрĕç. “Красное знамя” кооперативра юлашки çулсенче ку культурăна çĕнĕрен акма тытăннă. Кăçал вăл 150 гектар йышăнать.

– Кукуруза выльăхсемшĕн кирлĕ, усăллă элементсемпе пуян, çакна шута илтĕмĕр. Унтан силос янтăласшăн, – пĕлтерет Петр Николаевич.

Асăннă культурăна çум курăкран гербицид сапнă, халĕ удобренипе апатлантараççĕ (ÿкерчĕкре). Вырма вăхăт çитнĕ çĕре вăрман пекех кашласа ларасси куç кĕрет, мĕншĕн тесен халĕ те тăршшĕ аванах. Кукуруза уйĕнче Н.Кашланов механизатор тăрăшать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика