АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр ĕçре – 30 çул

09 июля 2011 г.

– Кадрсен пайĕ тивĕçлипех ĕçлет çав пирĕн. Юбилярсене, нумай çул ĕçлекенсене уявсенче пĕрре те сума сумасăр хăвармасть. Акă, паян та пĕрле ĕçлекен тантăшăмăр Н. Перепелкина Чăвашпотребсоюз правленийĕн Хисеп грамотине илчĕ. Тивĕç те, – шăкăл-шăкăл калаçаççĕ сутуçăсем савăнăçлă пухуран тухнă хыççăн Надежда Дмитриевнăна пĕрин хыççăн тепри саламласа. Çынни палланăскер пулнăран манăн та куçăм вĕсем çине ÿкрĕ. Çĕнĕ Ахпÿрт хĕрĕ пулнă Надя. Ялти шкулта 10 класс вĕреннĕ хыççăн районти сутуçăсем хатĕрлекен курса çÿренĕ. Ĕç практикине илнĕ хыççăн ăна Анат Туçари куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккана ĕçлеме янă. Унтанпах çавăнта Надежда Дмитриевна. “Çÿрен каска якалнă, выртан каска мăкланнă”,–теççĕ. Çак сăмахсем шăпах ăна пырса тивеççĕ. Анат Туçана качча тухнă вăл. Мăшăрĕпе икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Хунямăшĕпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Унпа пĕр çăварта пулнăран пахчисене те тирпейлĕ тытса тăраççĕ. Çулленех сухан-севок вăрлăхĕ тумалли лартаççĕ. Ăна юр кайсан кăшт вăхăт иртсенех ĕлкĕрмелле. Сухан севок, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, çĕр улми лаптăкĕ те пĕчĕк мар. Выльăх-чĕрлĕх тытма та ÿркенмеççĕ Перепелкинсем. Сăвакан ĕнесĕр пуçне икшер пăру усраççĕ. Сыснасем те пур. Кăвакал илмесĕр нихăш çул та юлмаççĕ. Вĕлле хурчĕсене каллех пурте пăхаççĕ. Çуллахи вăхăтра ялта çывăрса выртма майĕ те çук. Ĕçĕ те çавнашкал сутуçăн. Куллен кирлĕ таварсем сутакан лавкка саккăртан пуçласа çĕрле вунпĕрччен ĕçлет. Виççĕн вĕсем.

–Чылай çул А. Пыркинăпа ĕçлерĕмĕр. Унран лайăххине вĕренмелли сахал мар пулчĕ. Çулленхи черетлĕ отпускпа та вăхăтлă усă кураймастпăр. Ир пуçласа каç ирттерсех çулран çула хыçа хăваратпăр. Бригадăпа пĕрле канма тухма та çук. Тивĕçлипех пачĕç пулас Хисеп грамотине, – тет кăмăллăн юлташĕсене Надя.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика