09 июля 2011 г.
Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче тĕп хуламăрти “Шупашкар: 500 çул” кану паркĕнче Патăрьелпе Елчĕк, Комсомольскипе Шăмăршă районĕсен ентешлĕхĕсен Акатуй-Сабантуйĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский те хутшăнчĕ. Михаил Алексеевич ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене çурхи ĕçсем вĕçленнĕ ятпа саламларĕ, тухăçлă тыр-пул, пахча çимĕç пухса кĕртме сунчĕ. Çавăн пекех пĕрлехи уяв ентешлĕхсене наци культурине сыхласа хăварас тĕлĕшпе малалла вăй хума хавхалантарнине палăртрĕ, çĕр ĕç паттăрĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Общество ĕçне хастар хутшăнакансен пĕр ушкăнне “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин Чăваш Регион уйрăмĕн Тав çырăвĕпе, алла çыхмалли сехет парса хавхалантарчĕ. Уява пухăннисене Елчĕк тата Комсомольски район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Николай Миллинпа Геннадий Волков, Елчĕк, Патăрьел Комсомольски, Шăмăршă ентешлĕхĕсен ертÿçисем Олег Викторов, Владимир Семенов, Александр Капитонов, Анатолий Ухтияров саламларĕç. Ентешлĕхсен чылай ĕçченне Хисеп грамотипе, Тав хучĕпе, ентешлĕх медалĕпе, хаклă парнесемпе чысларĕç.
Кану паркĕн тĕп сцени çинче чăваш, тутар, вырăс юррисем кунĕпех янăрарĕç. Спорт мероприятийĕсене хутшăнакансем кире пуканĕ йăтрĕç, кĕрешрĕç, алă вăйне виçрĕç, футболла, волейболла вылярĕç.
Уява малашне те пĕрле ирттерме калаçса татăлчĕç.
Т. КРОТОВА.