АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президент орденпа чысланă

13 июля 2011 г.

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăнă 15 мăшăра Чăваш Республикин Президенчĕ М. Игнатьев “Юратупа шанчăклăхшăн” орденпа наградăланă. Çак чыса тивĕçнисем хушшинче Алманчăри Киргизовсен çемйи те пулнă. Михаил Николаевичпа Алимпиада Петровна 50 çул каялла пĕрлешнĕ, виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Пĕр-пĕрне юратса тата ăнланса пурăнать мăшăр. Вĕсене ялта та хисеплеççĕ. Çемье пуçлăхĕ ял хуçалăхĕнче тăрăшса ĕç-ленĕшĕн Мухтав орде-нĕсене, “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ” хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Çавăн пекех ВДНХ медалĕсемпе нумай-нумай Хисеп хучĕ те Михаил Николаевичăн архивне пуянлатать. Алимпиада Петровна вара 41 çул хушши педагогика анинче вăй хунă. Çав вăхăтрах обществăлла ĕçрен те пăрăнман. Унăн ĕçне те патшалăх тивĕçлипе хакланă.

Ачисем халĕ ашшĕ-амăшĕн халалне малалла тăсаççĕ. Пурте аслă пĕлÿллĕ, хăйсен профессийĕсемпе яваплă вырăнсенче тăрăшаççĕ.

(Хамăр корр).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика