13 июля 2011 г.
Вырсарникун Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çÿревпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ О. Макаров пулнă. Олег Витальевича Патăрьел район пуçлăхĕ, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ М. Петров, райадминистрацин пуçлăхĕ Н. Глухов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, республикăн хула тăвас ĕç тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министрĕ А. Гончаров, “Чăваш энерги сутакан компани” АУОн тата “Рус Гидро” АУОн генеральнăй директорĕ М. Ширунов, “Гидротехник” ОООн директорĕ И. Алексеев тата ыттисем те кĕтсе илнĕ. Патăрьелĕнче пĕрремĕш вăтам шкулпа юнашар строительство ĕçĕсем пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче пуçланнăччĕ. Çулталăк хушшинче тулли мар яваплă “Гидротехник”пĕрлешÿ ĕçченĕсем тăрăшнипе архитектура енчен ĕлĕкхи дворянсен керменне аса илтерекен çурт çĕкленсе те ларчĕ. “Чăваш энерги сутакан компани” АУОн Патăрьелĕнчи филиалĕн зданине сумлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă хыççăн премьер-министр кунти коллективпа тĕл пулнă. Çавăн пекех Олег Витальевич юнашарах 240 ача вырнаçмалăх çĕкленекен ача садĕнчи строительство ĕçĕсем еплерех пынипе те паллашнă.
Хисеплĕ хăна Туçа ял поселенийĕнче иртекен Район кунне халалланă уявра та пулнă, ĕç паттăрĕсемпе Пĕтĕм Раççейри II ял Сабантуйĕн йĕркелÿ комитечĕн членĕсене наградăсемпе чысланă.
Юлашкинчен О. Макаров “Калинино–Патăрьел–Елчĕк”–Аслă Чемен – “Шăмăршă–Суйкăн–Алтышево” автоçул тăвакан çĕре çитсе курнă. Çак трассăн сметăпа пăхнă хаклăхĕ 261 млн тенкĕпе танлашать. Çул хута кайсан республикăн кăнтăр районĕсемшĕн Мордва Республикипе Чулхула облаçне çитме чылай çывăхланĕ. Премьер-министр çула лайăх пахалăхпа тумаллипе пĕрлех строительство графикне пăхăнмаллине те аса илтернĕ.
А. Иванов.