13 июля 2011 г.
Тара кĕрешсе ĕçлекен ертÿçĕсем, урăхла каласан – сити-менеджерсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕшĕн çĕнĕлĕх-ха: хальтерех çеç ĕçе тытăнчĕç. Çапах та муниципалитет шайĕнче вĕсем ертсе пыраслăха мĕнле ăнăçтарнине пĕтĕмлетме май пур. Кам-ха вăл тара тытнă ертÿçĕ; Унăн чăн-чăн профессионал, хула е район хуçалăхне йĕркелеме тарăн пĕлÿллĕ тата çапла тума пысăк опытлă пулмалла. Бюджет ĕçĕ-хĕлĕнче хăйне шыври пулă пек туякан профессиллĕ ертÿçĕ коммуналлă хуçалăхра та, строительствăра та, хуçалăхăн ытти ĕçĕнче те результатшăн, юлашки кăтартушăн вăй хурĕ. Муниципалитет территорийĕнчи ĕçе мĕнле йĕркелесси çинчен шухăшлакан вырăнти хăй тытăмлăх ертÿçи чи малтанах уйрăм çыннăн таса бизнесне хутшăнтарса хăй яваплă территорири пурнăç условийĕсене лайăхлатма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, социаллă проектсене пурнăçа кĕртме, меценатсен ырă йăли-йĕркине аталантарма тăрăшать. Пирĕн республикăра пурăнакансем хваттерте е уйрăм çуртра газ, ăшă, шыв, çутă, парксемпе скверсем, урамсемпе çулсем, кил хушшисемпе подъездсем таса та тирпейлĕ пуласси çинчен ĕмĕтленеççĕ. Çавăнпа та сити-менеджерăн кашни кун çынсен шухăш-кăмăлне, интересĕсене шута илме, пурăнмалли çурт-йĕрпе хăв пурăнакан тăрăхшăн хуçа туйăмĕпе ĕçлеме тивет. Тара кĕрешсе ĕçлекен сити-менеджерсен ĕç-хĕлне курăмлă кăтартусемпе хаклаççĕ. Вĕсен кирек хăçан та аталанăвăн стратеги планне тĕпе хумалла. Хаклав виçисем паллă – инвестици мĕн чухлĕ явăçтарнă, çĕнĕ вырăнсем мĕн чухлĕ йĕркеленĕ, лайăх çул-йĕр тăрăмĕ, коммуналлă хуçалăхăн виçеллĕ тата пахалăхлă пулăшăвĕ, предприятисен тухăçлă ĕçĕ. Апла пулсан сити-менеджер институчĕ вырăнти влаçа çынсен тăнăç пурнăçĕшĕн тăрăшма хистет, çĕр-шыври влаçăн чăн-чăн вертикальне çирĕплетме пулăшать.
Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен администрацийĕн пуçлăхĕсене текех суйламаççĕ, вĕсене килĕшÿпе çирĕплетеççĕ. Çакă коррупци шайне палăрмаллах чакарать, мĕншĕн тесен сити-менеджера конкурс комиссийĕ суйласа илсе çирĕплетет. Депутатсен корпусĕн хула-район аталанăвне сăнаса тăма, унăн процесне витĕм кÿме май пысăкланать. Сити-менеджер саккун кăларакан власть тытăмĕн шухăшне тĕпе хурать.
Енчен те сити-менеджера (район администрацийĕн пуçлăхне) конкурс комиссийĕ суйласа илсе çирĕплетет пулсан – апла ăна должноçран хăтарма та çăмăлрах. Пуçлăх контракта пăхăнмасан, пурнăçламасан ăна ĕçрен хăтарса ун вырăнне урăххине çирĕплетме пулать. Кун пек чухне власть тытăмĕнчи улшăну уçăмлă.
Анчах хальхи куна тивĕçтерекен мал шухăшлă, пуçаруллă ертÿçĕ ăçтан тупмалла-ха; Пысăк хула валли опытлине тупса ĕçе вырнаçтарма çăмăлрах пулсан, территори тĕлĕшĕнчен пĕчĕк муниципалитет пĕрлешĕвĕ валли çапла тума чылай хĕн. Çавăнпа та çамрăк ертÿçĕсенчен кадрсен резервне тĕллевлĕ хатĕрлемелле. Урăхла каласан хула-район администрацийĕн пуçлăхĕ (хайхи сити-менеджер) социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене уççăн курса тăракан, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултаракан, ертÿлĕх культурине ăнланакан, юридици тĕлĕшĕнчен анлă пĕлÿ илнĕ, аталанушăн куллен тăрăшакан çын пулмалла.
А. ИВАНОВ,
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ –
Чăваш Ен Президенчĕн
Администрацийĕн Ертÿçи.