АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк специалистсем диплом илнĕ

13 июля 2011 г.

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕн выпускникĕсемшĕн тепĕр паллăпа çырăнса юлнă, шăпах çавăн чухне çамрăксене аслă пĕлÿ илни çинчен ĕнентерекен диплом панă. Çак кунхине аслă шкулăн 158 выпускникĕ аллисене документ илнĕ. Çамрăк специалистсенчен 103-шĕ юрист, 46-шĕ экономист, 9-шĕ филолог-преподаватель . Вĕсенчен чылайăшĕ паянхи кун районти тĕрлĕ сферăра тăрăшать. Чи пултаруллă та тăрăшуллă тăхăр выпускник аслă шкула “5” паллăпа çеç вĕçленĕ.

Çак кунсенче çавăн пекех Патăрьелĕнчи училищĕре вĕренекен 102 çамрăк вăтам професси пĕлĕвĕ çинчен ĕнентерекен диплом илнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ училищĕне питĕ лайăх паллăпа çеç пĕтернĕ. Çамрăк специалистсене пурне те пурнăç çулĕ çине тăрса ĕç коллективне хăнăхма ăнăçу сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика