13 июля 2011 г.
Уяв савăк кăмăл парнелерĕ Туçари тĕп стадион тахçантанпах кун чухлĕ çынна хăнана йышăнманччĕ. Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тăваттăмĕш хут иртекен Район кунĕ Туçа ял поселенийĕнче пулнă май, вăл кĕрлесе те шавласа кăна тăчĕ. Чуна уçакан кĕвĕ пурне те уява йыхравларĕ. Савăнăçлă мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ О.Макаров, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ЧР хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ А.Гончаров, район пуçлăхĕ – ра-йонти депутатсен Пухăвĕн председателĕ М.Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, чăвашсен пĕрремĕш художник-профессорне А. Кокеле халалласа иртекен тĕнчери пиллĕкмĕш пленэр делегацийĕ хутшăнчĕç. Уяв чăваш тумĕ тăхăннă хĕрарăмсемпе арçынсем, ачасем вăййа тухнипе пуçланчĕ. Хамăрăн асатте-асанне йăли-йĕрки чăннипех те тĕлĕнмелле илемлĕ пулнă-çке! Юрри чунра ăшă туйăм çуратать, ташши вара çунат хушать. Хăнасем те вăйă картине тăрса унăн техĕмне туйма пултарчĕç. Пĕр самант кĕвĕ майĕпе савăннă хыççăн Район кунне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов салам сăмахĕ каласа уçрĕ, унтан Юхмапа Пăла тăрăхĕн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 16 пин гектар акса хăварнă, çĕр улми – 4575, пахча-çимĕç – 1415, сахăр кăшманĕ 800 гектар никĕсе хывнă. Халĕ хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçлеççĕ.
Уйрăм хуçалăхсем, фермер хуçалăхĕсем, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем лайăх аталанса пыраççĕ. Уйрăм хуçалăхсем 2006 çултанпа çăмăллатнă кредит 1 млрд ытла тенкĕ илнĕ.
“Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” федераллă программăпа района аталантарма 2003 – 2010 çулсенче 89 млн тенкĕ уйăрнă, унтан 44 млн тенкипе çамрăк специалистсем çурт-йĕр туяннă.
Патăрьел район халăхĕн ĕçне пысăка хурса хаклани те мăнаçланма май парать. Раççейри агропромышленность “Ылтăн кĕркунне – 2010” куравĕнче “Ялсен территорисене муниципаллă шайра эффективлă йĕркелесси” номинацире район ылтăн медальпе диплом илме тивĕçнĕ.
Савăнăçлă мероприятие хутшăнакансене Туçа ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.Перепелкин та саламларĕ, пурне те хапăл туса кĕтнине пĕлтерчĕ, савăнма ырă кăмăл сунчĕ.
Уявра ял хуçалăх техникин куравĕпе те паллашма май пулчĕ. Чылайăшĕ юрăхсăра тухнă техникăна çĕнĕ пурнăç парнеленĕ, кăкарса çÿремелли агрегатсене хăйсен вăйĕпе ăсталанисем те, çĕнетнисем те пур. Хăнасем те вĕсемпе кăсăкланчĕç.
Çак уяврах ĕçре палăрнисене, уй-хир паттăрĕсене республика, район шайĕнчи сумлă наградăсене пачĕç, професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххисене палăртрĕç.
О.ПАВЛОВА.