АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асра юлĕ Район кунĕ

13 июля 2011 г.

Район кунне кашни ял поселенийĕнченех юрра-ташша ăста, ал ĕç енĕпе пултаруллă, спортра пысăк çитĕнÿ кăтартакан хастарсем килнĕ. Палатăсенче хатĕрленĕ алă ăстисен куравĕ, ĕçме-çими, юр-варĕ чăваш тата тутар халăхĕсен наци туйăмĕ пысăк пулнине, ĕлĕкхи йăла-йĕркене ламран-лама куçарнине кăтартса параççĕ. Туçа ял поселенине кĕрекен кашни ялтанах вĕрентÿ учрежденийĕсенчи ĕçченсем вырăнти халăхăн ĕçченлĕхне кăтартакан экспонатсем хатĕрленĕ. Куçа йăмăхтаракан тĕрри-çĕвви, вĕтĕ шăрçаран хатĕрленĕ тухйи—тевечĕ, конструктор вăрттăнлăхĕсене тĕпе хурса ăсталанă тĕрлĕрен япаласем, тĕпелти кĕрекере ырă шăршă саракан шăрттан-хуплăвĕ тата ытти те Район кунне пуçтарăннисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнне пулчĕç.

– Хамăр алăпа ăсталаса кĕпе-тумтир, шăрçасенчен тухья тăхăнтартнă пукане сирĕншĕн ĕçре телей кÿрекен япала вырăнне пултăр, – терĕç Туçари вăтам шкулта кĕçĕн класра вĕренекенсем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне О. Макарова талисмана парнеленĕ май.

Ял поселенийĕн куравĕсенчен уява килнисем Аслă Чеменсенчен те тĕлĕнчĕç. Улттă-çиччĕмĕш теçеткере пыракан кинемейсем хресчен ака-суха туса пурăннине, тырă вырса кĕлтесем тунине, алă арма-нĕпе тырă авăртнине йăлтах йĕркипе кăтартса пачĕç. Çак ялсем çĕр ĕçченĕн ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсене паян та музей экспоначĕ евĕр тирпейлĕ усă кураççĕ.

Хăнасенчен тепĕр пайĕ спорт ăмăртăвĕсенче тупăшрĕ. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командинче вылянă чемпионсен – Козловка ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолийпе Евгений Долговсен – ячĕллĕ парнесене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ волейбол турнирĕ питĕ çивĕч иртрĕ.Çапах та Шупашкарти ентешлĕхсен командине никам та парăнтараймарĕ. Иккĕмĕш вырăнта Патăрьел ял поселенийĕ, виççĕмĕшĕнче–стадион хуçисем–Туçасем.

Шашкăлла выляса чылай чухнехиллех Н.Федоров (Патăрьел) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Н.Ларионовпа(Сăкăт) Г.Баранов (Елчĕк). Кзыл Камышри Р. Якупов вара шахматла чи ăста выляканни пулчĕ.

Район кунĕпе çыхăннă уява килнĕ çынсене, хăнасене тĕрлĕ çулхи çамрăксемпе аслисем алă вăйне виçнине, кире пуканĕ йăтассипе тĕнче класлă СССР спорт мастерĕн Б.Глинкинăн парнисене çĕнсе илессишĕн, çавăн пекех ирĕклĕ майпа кĕрешсе СССР спорт мастерĕн С.Нягинăн парнисемшĕн пынă ăмăртусене пăхма кăсăклă пулчĕ. Юлашкинчен помост çинче кĕрешекенсен ăмăртăвĕ хĕр-нĕçемĕн хĕрсех пычĕ. Аслăраххисем хушшинче чи пысăк парнене-такана–Кивĕ Ахпÿртри А.Мальцев, шкул ачисенчен Туçари вăтам шкулти А.Марков çĕнсе илчĕç.

Тĕп сцена çинче мĕн каçченех юрă-кĕвĕ сасси лăпланмарĕ. Çумăр çунăран уявăн юлашки пайĕ хуçалăх правлени-йĕпе администраци çурчĕ умĕнче малалла тăсăлчĕ. Чăваш эстрада артисчĕсем Патăрьел районĕн халăхне хаваслă юрăсем парнелерĕç. Юлашкинчен уяв программи салютпа вĕçленчĕ.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика