АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Художниксен йышĕ ÿссех пырать

13 июля 2011 г.

Турханта чăвашсен пĕрремĕш художник-профессорне А. Кокеле халалласа тĕнчери пиллĕкмĕш пленэрĕ уçăлни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Сумлă мероприятие хутшăнакансен йышĕ те ÿссех пырать. Акă, Беларусь патшалăх искусство академийĕн профессорĕ С. Федоренко, Украина халăх художникĕ В. Ковтун, Украина çĕр-шывĕн искусствăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Титов профессор, Узбекистанри Хамза ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ В. Михайличенко, В. Непомнящий художник, Раççей тата Чăваш халăх художникĕ Р. Федоров, Тутарстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Иншаков, Раççей художникĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ Н. Пичугин, Раççей художникĕсемпе Мускав художникĕсен пĕрлешĕвĕсен членĕ В. Коротков Пĕтĕм тĕнчери, Раççейри, Украинăри куравсенче хăйсен ĕçĕсемпе пĕрре мар лауреат ятне тивĕçнĕ.

Кăçал Турханта ял картинисен галере-йине уçасшăн. Унта Раççей, Чăваш тата Украина çĕр-шывĕсен сăрă ăстисен ÿкерчĕкĕсене тăратĕç. Сăмах май каласан, ку Раççейре те пĕрремĕш пулĕ.

А. ИЛЬИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика