АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПАРТАКИАДĂРА ПАЛĂРНĂ

13 июля 2011 г.

Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Комсомольски ялĕнче республикăри патшалăх влаçĕн тата самоуправлени органĕсен ĕçченĕсен çуллахи Х Спартакиади иртнĕ. Ăмăртусене хутшăнакансене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн Ертÿçи А. Иванов саламланă. Çуллахи Спартакиадăн ăмăрту программине хутăш эстафета, мини-футболла çурма финалта тата финалта вылямалли вăйăсем, вĕрен туртасси, çавăн пекех мини-гольф кĕнĕ. Унта Патăрьел район администрацийĕн тата ял поселенийĕсен ертÿçисен командисем те хастар хутшăннă.

Хутăш эстафетăра (пневматикăлла винтовкăран пересси, çуран тата велокросс чупасси) район администрацийĕн команди, финанс тата вĕрентÿ пайĕсен ĕçче-нĕсенчен тăраканскер, Канаш районĕн командине 1 секунда выляса ярса иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен команди мини-футболла иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Вĕрен туртассипе вара пире çитекенни пулман.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика