16 июля 2011 г.
Районта выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать. Хальхи вăхăта нумай çулl ÿсекен курăксене – 3628, пĕр çул ÿсекеннисене 626 гектар çулнă. Утă – 3859, сенаж – 9482, силос 3250 тонна янтăланă.
9760 гектарта гербицид сапнă, уй-хир культурисен 2495 гектарне тĕрлĕ чиртенl хÿтĕлесе имçамланă. Кĕрхи культурăсене акма 1485 гектар çĕр хатĕрленĕ. Уйрăм хуçалăхсенче севок кăларма тытăннă.