АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен тата вĕренекен тÿсет – ыррине кĕтет

16 июля 2011 г.

Шкулсенче Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем вĕçленсе, ăсату каçĕсем иртрĕç. Ачасем документсене алла илсе хăйсем ăçта кĕрес тенĕ, çавăнта çул тытрĕç. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкултан 17 ача вĕренсе тухрĕ. Алла аттестат илсен питĕ савăнчĕç. Сăлтавĕ те пур: икĕ ача ылтăн, пĕри кĕмĕл медаль илме тивĕç пулчĕ. 12-шĕ “4” тата “5” паллăсемпе çеç вĕренсе тухрĕ. Анчах та ачасен кăмăлĕ Шупашкара документсем пама кайсан хуçăлчĕ: Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсен результатне кăтартакан свидетельство юрăхсăр. Директор кăвак пастăпа çырнă.

Пуçпа шутласа ĕçлекен директор çуркуннех хура пастăсем хатĕрлет. Кăна та шупкине суйламалла мар. Алă пусма та çав пастăпах пусмалла. Илемлĕ, тĕрĕс çырма пултараканăн ку ĕçе пурнăçламалла. Халĕ ачасем Шупашкара кайса дубликат илме заявлени пачĕç, мĕншĕн тесен вĕренÿ заведенийĕсенче кун пек свидетельствăна йышăнмаççĕ. Вăл та хатĕр мар-ха. Вăхăт “хĕсет”. Ун вырăнĕнче пулсан хам ирĕкпе заявлени парса тухса каятăп. 2 çул каяллах çак пултаруллă класс ачисен докуменчĕсене анлă тавракурăмлă ертÿçĕ аллинчен илмелле пултăр тесе асăрхаттарнăччĕ.

Асăннă шкулта çитменлĕхсем чылай, мĕншĕн çак хĕрарăма никам та “çăварлăхламасть”.

Çулталăк ĕçлесенех финанс енĕпе пăтăрмахсем пулнине пула уголовлă ĕç пуçарнă. 2009 çулхи çĕртме уйă-хĕнче “в связи с раскаянием” тесе ĕçне хупнă. Ун хыççăн лăпланмалла пек. Çук, чарăнма шутламасть те иккен. Ачасем шкул автобусĕпе кайрĕç пулсан укçа тÿлемелле. Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче районта “Чăваш пики-2011” конкурс пулнă. Ачасенчен татах укçа пуçтарнă.

Пĕр сăмах хирĕç кала-ха: шкултан хăвалать, “вĕрентме урăх килмелле мар” тесе кăшкăрать. Ларусенче директора “кăмăла кайман” сăмах кам çăварĕнчен тухать, çавна алăк хăлăпĕ “кĕтет”.

Кашни шкул ĕçĕшĕн е ашшĕ-амăшĕнчен, е ĕçченсенченех укçа пуçтарать.

Ачасем кĕркунне “Сидели” хуçалăхра 24 пинлĕх ĕçленĕ. Çакна мĕншĕн апата йÿнетес тĕллевпе çĕр улми илмелле пулман. Ачасем укçа илнĕ тесе алă пуснă, анчах хăйсем укçине тытса курман.

“Була” хуçалăхра иртнĕ çул ĕçленĕшĕн С. Н. Чаданов ертÿçĕ тулă пама пулнă. Татах директор килĕшмен, укçа ыйтнă. Ялта арман пур, авăртнă пулсан, ачасемшĕн ла-йăхчĕ-çке.

Здание 20 çул ытла çĕр кăмрăкĕпе ăшăтнă кочегарсене хутмалли тапхăр пуçлансан ĕçе илмен, упăшкипе шăллĕне тепрер ставка панă. Директора кăна укçа кирлĕ иккен.

Иртĕннин вĕçĕ-хĕрри çук. Ашшĕ-амăшĕ, ĕçлекенсем пĕлмеççĕ пуль: шкул патшалăх харпăрлăхĕнчен директор харпăрлăхне куçман-ши; Аллинче документ çуккă-ши; Директор мăшăрĕн завхозра ĕçлеме законпа юрать-ши;

Темиçе çул каялла директор гуманитарипе пулсан, завуч естествăпа математика енĕпе пулнă. Пуçлăха лартмалли кандидата тĕпĕ-йĕрĕпе тĕпченĕ. Халĕ темшĕн çак ĕç çине алă сулнă...

Шкул таса вырăн. Йĕркесĕрлĕхсене пĕтересчĕ, ĕçченсемпе ачасем хавас кăмăлпа пĕлÿ çурчĕн алăкне уçчăр.

З. АЛЕКСАНДРОВА,

“Авангард” хаçатăн тĕп редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика