20 июля 2011 г.
Юбилей кунĕнче те хире тухма ÿркенмерĕ Хирти Пикшикри Р. Алигберов. Нумай çул ÿсекен курăк ани ем-ешĕл ешернипе савăнчĕ. Пĕрремĕш хут çулни те нумаях мар-ха. Çĕр улми те шап-шурă çеçкере. Ытти тымар çимĕç культурисем те аван ÿсеççĕ. Çĕрпе таччăн çыхăннă Рафаил Шарипович. Ун çинче вăл çирĕппĕн утса çÿрет. Ирхи уçă сывлăшпа кăкăр тулли сывлать. Пĕччен чухне малашлăх тĕллевĕсене палăртма та, пĕрре касиччен çиччĕ виçме те ансат мар-и-ха... Йышлă çемьере çуралса ÿснĕ Р. Алигберов. Саккăрăн сак тăрăх чупнă вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Çичĕ ывăл пĕрле çитĕнсен те сухапуç, алла тислĕк кĕреçи пурне те тытма тивнĕ. Сакăр класс вĕренсе тухсанах “Герой” хуçалăхăн чăх-чĕп фермине ĕçлеме кайнă. Чунĕ техника енне туртнăран Канашри професси училищине çул тытнă. Механизатор профессине алла илнĕскер çак енĕпе ĕçе кÿлĕннĕ. Пĕр енлĕ пĕлÿ çеç тивĕçтермен Рафаил Шариповича. Çавна май вăл Куйбышеври улма-çырла техникумĕнче вĕреннĕ. Унтан пĕве çитнĕ каччăн çар ретне тăма ячĕ тухнă. Инçет Хĕвел тухăçне лекнĕ тутар ачи. Тăрăшулăхĕ, ĕçченлĕхĕ ăна çар тивĕçне пурнăçланă çĕрте те пулăшнă.
1970 çултан пуçласа комсомол ĕçне кÿлĕннĕ Р. Алигберов. Амур облаçĕнчи пĕр районта ВЛКСМ райкомĕнче секретарьте ĕçленĕ. Çак хушăра та ялти хĕрпе çыхăну татман. Унпа çемье çавăрнă. Килте ытти ачасем пулнăран Рузалия Фасхутдиновнăна тĕнче “курма” илсе кайнă. Ĕçленĕ хушăрах ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ.
– Тăван ен тăван енех туртрĕ çав. Пĕр варта ÿссе, пĕрле çитĕннĕ тăвансемсĕр кичем. Рузалия мăшăрăн та сакăр пĕр тăван. Çакă та тĕлĕнмелле. Пирĕн те, вĕсен те пĕрер хĕр çеç, ячĕсем те пĕрешкел. Тунсăха пусарма яла таврăнтăмăр,– аса илет иртнине Рафаил Шарипович.
Ĕçлĕ практика пулнă хыççăн комсомол райкомне илнĕ Р. Алигберова. Организациллĕ пай заведующине çирĕплетнĕ. Çамрăкăн пултарулăхне аслисем асăрханă. Ăна çулталăкран Патăрьел райповĕн председателĕн çумне куçарнă. Ĕç кĕнекине çĕнĕрен çĕнĕ йĕркесем çырăннă. Рафаил Шарипович ултă çул Шăхачри йывăç япаласен комбиначĕн директорĕ пулнă. Пилĕк çул Çĕнĕ Шупашкарти тимĕр-бетон конструкцийĕсен пĕрлешĕвĕн директорĕн çу-мĕнче вăй хунă. Яманчурель карьер ертÿçинче тăрăшнă. “Герой” колхоз снабженецне вырнаçнă. Кашни çĕртех çемье пурнăçне мала хунă. Мăшăрĕпе, ачисемпе юнашар пулма тăрăшнă.
Паянхи кун та ĕçсĕр лармасть ĕç ветеранĕ. “Ромашка” хресчен хуçалăх ертÿçин çĕрĕ çителĕклех. Малтанласа Алигберовсем колхозран хăйсене тивĕçекен çĕрпе уйрăлса тухнă. Кайран вĕсен çумне тăванĕсем, кÿрши-арши хутшăннă. Ĕçне вара ушкăнпа тăваççĕ. Тухăçĕ те кашнинех тивĕçет. Кирлĕ техникăна пулăшмалла чĕнеççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх çеç 15 пуç тытаççĕ çак çĕрте çитĕнтерекен апатпа. Сăвăнакан ĕнесем 7. Алигберовсен хăйсен килĕнче те выльăхĕ сахал мар.
Хĕрĕх çул шăкăл-шăкăл пĕр çемьере пурăнаççĕ Рафаил Шариповичпа Рузалия Фасхутдиновна. Виçĕ ача çитĕнтерчĕç вĕсем, аслă пĕлÿ илме пултарчĕç, пурте çемьеллĕ. Халĕ Зульфир Пикшик ял поселенийĕн ертÿçинче ĕçлет. Мăшăрĕпе хăйсем те виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Сăмах май çакна та палăртмалла. Рузалия Фвсхутдиновна чĕрĕк ĕмĕр ял поселенийĕнче ĕçлерĕ. Ун вырăнне халĕ кинĕ такăрлатать сукмака. Алигберовсен хĕрĕсем те ялах качча тухнă.
Ватăсем çамрăксемпе пĕрле пурăннишĕн, ăрăва малалла тăсакансем, ырă сĕнÿ паракансем юнашар пулнишĕн хĕпĕртеççĕ. Мăнукĕсем шкултан, ачисем ĕçрен таврăннă çĕре пÿрт-çурта тирпейлеççĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ, апат хатĕрлеççĕ. Иртсе кайнă куна сĕтел хушшинче пĕтĕмлетеççĕ. Каласа памалли вара кашнийĕнех пур. Ытларах ваттин сăмахне итлеме кăмăллă. Фермер хуçалăхĕн ĕçĕпе ăна Раççей тĕп хулине съезда чĕннĕ. 1997 çулта “Районти чи лайăх фермер” ята тивĕçнĕ вăл. Çулленех ял хуçалăх выставкисене хутшăнать. Хăйпе пĕр шухăшлисен ĕмĕт-тĕллевне пĕлет. 1994–2003 çулсенче Рафаил Шарипович фермер хуçалăхĕсен ассоциацийĕн председателĕ пулчĕ.
Ĕç пурнăç тыткăчи пулнине ачисене, мăнукĕсене вĕрентсе ÿстереççĕ Алигберовсем. Çавăнпа ĕçрен пĕри те ÿркенмеççĕ. Аслисем кĕçĕннисене тĕслĕх параççĕ. Хăйсем хастар пулнине çирĕплетекен Хисеп грамотисем те пур вĕсен.
Çиччĕмĕш теçеткере утăмлать Рафаил Шарипович. Çак кунсенче вăл хăйĕн 65 çулне паллă турĕ. Çемйи, çулĕсем унăн пуянлăхĕ пулнăшăн хĕпĕртет. Малашне те ĕçпе çĕнсе илнĕ чыса сумлăн упрама тăрăшать.
А. АСТРАХАНЦЕВА.