АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ çулĕ тĕлне – çĕнĕ кĕнекесем

20 июля 2011 г.

Чăваш кĕнеке издательстви вĕренÿ çулĕ тĕлне чăваш тата вырăс шкулĕсем валли учебниксем хатĕрлерĕ. Ачасен пĕлĕвне ÿстерме тата тавра курăмне пуянлатма “Чăваш Республикин географийĕ” (авторĕ З. Трофимова, вырăсла), “Чăваш чĕлхи” (авторĕсем: Г. Абрамова – вырăс шкулĕсен 2, 3, 5 классем, И. Андреев – 7 класс валли), “Математика” (авторĕсем: Т. Демидова тата ыттисем), “Тăван ен” (авторĕ: Е. Енькка, чăваш шкулĕн 4 класĕ валли) тата ыттисем пулăшĕç. Аслă класра вĕренекенсем те çывăх вăхăтрах чăваш литературин учебникне кĕтсе илĕç, ăна пичете хатĕрлесе çитернĕ. Т. Артемьева тата О. Печников чăваш шкулĕн 4 класĕ валли çырнă “Литература вулавĕ” те кĕçех çутта тухмалла. Унта литературоведсемпе методистсен шухăшĕсене тĕпе хурса инноваци технологийĕсене кĕртнĕ. Пĕрремĕш класа çÿрекенсене “Тавралăх тĕнчин” икĕ пайран тăракан кĕнекипе А. Плешаков (вырăсла), Н. Чернова тата В. Игнатьева “Чăваш сăмахĕпе (унпа пĕрле – илемлетнĕ ĕç тетрачĕ) савăнтарĕç. И. Андреевăн “Чăваш чĕлхи. Практика курсĕ” пособие тепĕр хут пичетленĕ. Ку кĕнеке хăй тĕллĕн вĕренмелли мар, преподавательпе пĕрле тĕпчемелли. Вăл пулăшнипе калаçу чĕлхине ăша хума, чăвашла вуламашкăн хăнăхма, ансат текста тата кĕске калаçăва ăнланма май килет.

Çакна палăртмалла: учебниксене вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн хатĕрлеççĕ. Ку таранччен авторсем пособисене пичете хăйсем тĕллĕнех пама пултарнă пулсан, халĕ экспертиза çинчен калакан положение тĕпе хумалла тата вĕренÿре кирлĕ кĕнекесене кăларма ирĕк пур организацисен пулăшăвĕпе усă курмалла. Çакă пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн патшалăх стандарчĕ енĕпе наци тата регион компоненчĕсен шучĕпе тухакан учебниксемпе пособисене те пырса тивет. Асăннă çĕнĕлĕхсем пичет кăларăмĕсен пахалăхне ÿстерĕç тата издательство ĕçне экспертиза туни шкулсене çĕнĕ те интереслĕ пособисемпе тивĕçтерме май парĕ.

Чăваш кĕнеке издательствин пахалăхлă продукци кăларма пурте çителĕклĕ. “Çĕнĕ кĕнекесене вĕренÿ методики сĕнекен, хальхи ăслăлăх шухăшлавĕпе килĕшсе тăракан педагогика тата психологи хăй тĕллĕнлĕхĕ енчен тĕплĕн тĕрĕслеççĕ”, – тет унăн директорĕ В. Комиссаров. Авторсен тата редакторсен коллективĕ вулакансен, педагогсен шухăшне тивĕçлипе хаклать, кăларăмсене пичетлес, çитерсе парас, унччен кăларнă кĕнекесене пăхса тухма яланах хатĕр.

Н. ОСИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика