АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЧАСЕМ ШАНЧĂКЛĂ АЛĂРА

20 июля 2011 г.

Шăпах ял варринче вырнаçнă Треньелĕнче пуçламăш шкулпа ача сачĕ. Вăхăтĕнче унта хам та çÿре-нĕрен вăл мана чуна çывăх. Н. Кошкинпа А. Тихонов тăрăшнипе 2000 çулта икĕ хутлă çĕнĕ ача сачĕ туса хучĕç. Халĕ унта 55 ача çÿрет. Пурĕ 3 ушкăн, вĕсемпе В. Иванова, Л. Фролова, И. Кошкина воспитательницăсем ĕçлеççĕ. Валентина Ивановнăн ĕç стажĕ 20 çула яхăн. Çитĕнекен ăрăва çитĕнме мĕн пур услови пур кунта. Выляв залĕнче теттесем, сывлăха çирĕплетмелли хатĕрсем çителĕклĕ. Лайăх çанталăксенче ачасем урама тухаççĕ, ятарлă площадка та илĕртÿллĕ. Воспитательсен ĕçĕ курăмлах. Вырăнта тĕрлĕ конкурс ирттернисĕр пуçне вĕсем район шайĕнчисене те хутшăнаççĕ. Акă, аслă ушкăнри А. Юманова “Любознайка” конкурсра 3 вырăн йышăнма пултарчĕ.

Ачасем пĕр-пĕринпе вырăсла хутшăнаççĕ, мĕншĕн тесен садика Ыхра Çырми, Тăрăн, Шăнкăртам, Патăрьел ялĕсенчен çÿреççĕ. Çĕнĕ Çул, Мăнкун, Курбан Байрам, ытти уявсене те авалтан куçса пыракан наци йăли-йĕркине тĕпе хурса палăртаççĕ.

Кашни çын пурнăçĕнче чи илемлĕ вăхăт вăл–ачалăх. Паллах, вăл мĕнле иртни атте– аннерен килет. Анчах та час-часах çемьери çывăх çынсем пĕчĕк пепкене пăхма вăхăт çитереймеççĕ: ĕçе васкамалла, çурт-хуралтă çĕклемелле, выльăх-чĕрлĕх пăхмалла. Çакна кура пулĕ ĕнтĕ вĕсене пулăшма ача сачĕсем йĕркелеççĕ. Треньелĕнчишĕн те ашшĕ-амăшĕ хĕпĕртет.

К. ЮМАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика