АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терроризмшăн нимĕнле чикĕ те çук.

20 июля 2011 г.

Вăл тĕне те, нацисене те, çĕр-шывне те шеллемест. Çынсене, обществăна хăратасси, пусмăрласси унăн тĕллевĕ. Çавăнпа террора хирĕç тăма, тĕрлĕ майпа сыхланма пĕлмелле. Енчен те эсир хваттерте террорла акт çинчен информаци илтрĕр пулсан, сирĕн мĕн тумалла; Паллах, вут-çулăм кăларма пултаракан япаласене (сăрăсене, лаксене, бензина) пухса хурăр, чÿречесем çинчи чечек савăчĕсене урайне антарăр, газ пăрăхĕсене хупăр, çунакан кăмакасене, каминсене сÿнтерĕр, çутмалли хатĕрсене, сăмахран, хунарсене хатĕрлесе хурăр. Çавăн пекех медикаментсен, апат-çимĕç, ĕç-мелли шыв запасĕсене хатĕрлени те вырăнлă. Чÿречесене карăсемпе хуплăр, обществăлла вырăнсене тухассине, транспортпа çÿрессине чакарăр, ачасене, ваттисене психологи пулăшăвĕ парăр. Эвакуаци çинчен хыпар илтрĕр пулсан, лăпкă пулăр. Кирлĕ документсене, укçа-тенке, хаклă япаласене илсе, çутта сÿнтерсе, газа, шыва чарса, алăксене питĕрсе йĕркеллĕ урама тухăр. Хваттере каялла таврăнасси яваплă çынсем ирĕк панипе çеç иртмелле.

Час-часах обществăлла вырăнсенче взрывсем пулнине те илтетпĕр. Енчен те хуçасăр сумка е тĕркев, пăралуклă е шнурлă япаласене асăрхасан, милици пайне, учреждени е организаци ертÿçисене пĕлтермелле. Асăрханă япалана алăпа тытма, вырăнтан-вырăна куçарма, пăрахма, çĕре чавса чикме, пăралуксене татма юрамасть. Çакăн пирки иртен-çÿрене те пĕлтермелле. Уйрăмах кĕсье телефонĕпе, радиоçыхăну ха-тĕрĕсемпе усă курни вырăнсăр. Милици сотрудникĕ киличчен пăрахса ан кайăр.

Енчен те эсир взрыв зонине лексен, айккинелле пăрăнăр, ыттисене пулăшу парăр.

Хăш-пĕр чухне çурт ишĕлчĕкĕсем айне пулма пултаратăр. Чи малтанах хăвăра лăпкă тытăр, сывлăр, шанчăка ан çухатăр, сас парса хăвăр пуррине пĕлтерĕр. Пулăшу пулатех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика