АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чрезвычайлă лару-тăрăва хатĕрри – хăрушсăрлăх никĕсĕ

20 июля 2011 г.

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн вырăна тухса ирттернĕ анлă ларăвĕ пулчĕ. Унта Чăваш Республикин территорине тата халăха çут çанталăкра пулакан тата техногенлă характерлă чрезвычайлă лару-тăруран хÿтĕлессипе 2011 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнчи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, çывăх вăхăтри тĕллевсене пăхса тухрĕç. Ларăва ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ А.Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пушар хăрушсăрлăхĕпе ти-вĕçтерес енĕпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн председателĕн çумĕ, Чăваш Енри Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Ю.Кекиш, унăн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.Егоров, Правительство комиссийĕн членĕсем, районсенчи чрезвычайлă лару-тăрăва ликвидацилес тата асăрхаттарас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссисен председателĕсем, Патшалăх службин пушар хăрушсăрлăхĕн подразделенийĕн тата патшалăх пушар надзор инспекцийĕн начальникĕсем тата çак енĕпе ĕçлекен ытти представительсем те хутшăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов Юхмапа Пăла тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, çавăн пекех чрезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче халăха инкекрен хÿтĕлессипе мĕнле ĕçсем туса ирттернипе паллаштарчĕ.

Ларура вăрмансене упрасси, вут-кăвартан сыхланмалли йĕрсем, çĕнĕ техникăсем туянни, вĕсемпе усă курни пирки те хускатрĕç. Çитменлĕхсем те пур, вĕсене пĕтерессипе мĕнле тăрăшнине асăрхаттарусем илнĕ районсен представителĕсем каласа кăтартрĕç.

Çуллахи каникулăн çур пайĕ вĕçленчĕ, шкулсене вĕренÿ çулĕ валли хатĕрлеме вăхăт. Пушартан сыхланса пурнăçланă ĕçсене ятарлă комисси килсе тĕрĕслесси пирки те калаçу пулчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, чрезвычайлă лару-тăрăва ликвидацилес тата асăрхаттарас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси председателĕ М.Калмыков ра-йонта пушара хирĕç пурнăçланă мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Кăçалхи çур çулта 21 хутчен вут-çулăм алхаснине (пĕлтĕр 23 пулнă), пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнине пĕлтерчĕ. Çулăма сÿнтерме ял поселенийĕсенче 13 мотопомпа пуррине, вĕсенчен иккĕшне кăçал туяннине каларĕ.

Анлă лару вăхăтĕнчех культурăпа кану центрĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе йĕркеленĕ курав та ĕçлерĕ.

Докладсене итленĕ, ыйтусене сÿтсе явнă хыççăн Патăрьелĕнчи 26-мĕш пушар чаçĕнче вут-çулăма парăнтарассипе вĕрентÿ иртрĕ.

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика