АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сергей Измукова полици начальникне çирĕплетнĕ

20 июля 2011 г.

Иртнĕ шăматкун, утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ, полици подполковникĕ О.Яковлев РФ Шалти ĕçсен министерствин районсем хушшинчи “Бытыревский” муниципаллă уйрăмĕн сотрудникĕсене çĕнĕ начальникпа–Сергей Измуков подполковникпа паллаштарнă. Халĕ Сергей Иванович Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен пĕрлештернĕ уйрăмĕн начальникĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, район прокурорĕ Ю.Фуражников, район сучĕн председателĕ В.Елдратов хутшăннă. С.Измуков 1972 çулхи çĕртмен 25-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинче çуралнă. Çар хĕсметĕнче пулнă хыççăн 1992 çулта шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Малтан Шупашкарти ятарлă милици шкулĕнче, ун хыççăн куçăмсăр майпа РФ Шалти ĕçсен министерствин Мускаври юридика институтĕнче вĕренсе диплом илнĕ. 2005 çултанпа районти шалти ĕçсен пайĕн криминаллă милици начальникĕнче тăрăшнă.

Райшалĕçпайĕн маларахри начальникне Н.Ванин подполковника ШĔМ Шупашкар хула управленийĕн 1-мĕш полици пайĕн пуçлăхĕ пулма çирĕплетнĕ.

Сăмах май, республикăри 21 районта пурĕ 15 пай пулĕ.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика