20 июля 2011 г.
Тутар Сăкăтĕнче пурăнакан М.Хафизова ялта чи ватă çынсенчен пĕри. Месрузиган аппа 101 çулта! Мăшăрĕпе, Минулла абыйпа, вĕсем 7 ача çуратса ÿстернĕ. Шел, виçĕ çул каялла вăрçă участникĕ пурнăçран уйрăлнă. 75 çул ытла пĕрле пурăннă мăшăрăн çемйи те пысăкланнăçемĕн пысăкланса пырать. Паян кинемейĕн 17 мăнук, мăнукĕн 19 ачи. Çак хĕрарăм çур ĕмĕр каялла сасартăк суккăр пулса ларнă пулин те хăйĕн ачисене пурне те тирпейлĕ пăхса çитĕнтернĕ, çемьеллĕ пулма пил панă.
Çывăх вăхăтра унăн ывăлĕпе Семигулла Минулловичпа кинĕ Назия Зарифовна та 50 çул пĕрле пурăннине паллă тăвĕ. Ачисем те хăйсем пекех вăрăм ĕмĕрлĕ пулни амăшĕшĕн пысăк савăнăç.