23 июля 2011 г.
Районта вырма умĕнхи уй-хир тĕрĕслевĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, унăн çумĕ – райадминистрацин ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ М.Калмыков, пай специалисчĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем хутшăннă. Районта мĕн пурĕ 35 ял хуçалăх предприятийĕ тата 149 фермер хуçалăхĕ. Кăçалхи çуркунне 16467 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 4575 гектар çĕр улми, 1415 гектар пахча çимĕç, 801 гектар сахăр кăшманĕ акса-лартса хăварнă.
Уй-хир тĕрĕслевне хутшăннисем кăçал культурăсенчен начар мар тухăç пулассине каланă. Вырмана ăнăçлă, кĕске тапхăрта, çухатусăр ирттерсе ярас тĕллевпе лайăх хатĕрленмелле. Паянхи кун тĕлне вырма ĕçне хутшăнакан ял хуçалăх техникин 62 проценчĕ хатĕр. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене ку ĕçе хăвăртлатма, кирлĕ кадрсене хатĕрлеме, ĕççи вăхăтĕнче хăрушсăрлăх техникин йĕркисене пăхăнма, малта пыракан ĕçченсене хавхалантармалли условисем туса пама сĕннĕ.
Çывăх вăхăтра районти хуçалăхсем пăрçа çапма тухĕç.
Уй-хир тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетÿ пайĕнче хуçалăх ертÿçисем ял хуçалăх предприятийĕсенчи проблемăсем пирки калаçнă, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă.
А. НИКОЛАЕВА.