27 июля 2011 г.
Вырма пуçланнă май иртнĕ вырсарникун, утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов “Исток”, “Красное знамя”, “Тойсинская” хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем еплерех пынипе паллашнă, вĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă. “Исток” агрофирмăра пăрçана пуçтарса кĕртме, кĕрхи тулла та вырма тытăннă. Хĕле хатĕрленсе сенаж – 1400, утă 460 тонна янтăланă. Кĕрхисене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Халь шăпах севок-сухан пуçтарса кĕртмелли вăхăт. “Красное знамя” ял хуçалăх предприятинче вăл 15 гектарта çитĕннĕ, вăй хуракансем ăна тирпейлессипе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех выльăх апачĕ хатĕрлессине те аван йĕркеленĕ. “Тойсинская” агрофирмăра та çуллахи кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Кĕрхи культурăсене никĕсе хывма 140 гектар çĕр хатĕр, ку ĕç малалла пырать. Нумай çул ÿсекен курăксене – 200, пĕр çул çи-тĕнекеннисене 20 гектар çулнă.
Хирти ĕçсем тата выльăх апачĕ янтăласси мĕнле пынипе район администрацийĕн пуçлăхĕ кăмăллă юлнă, вырмана май пур таран кĕске вăхăтра тата çухатусăр иртерме тăрăшмаллине, яваплă тапхăрта ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнасси, малта пыракансене хавхалантарасси пирки манмалла маррине асăрхаттарнă.
(Хамăр корр.)