27 июля 2011 г.
2011 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕ Хирти Пикшик ялĕн историне паллă пулăмпа ĕмĕрлĕхех çырăнса юлчĕ: ялта виççĕмĕш мечĕт уçăлнă. Çак ятпа ирттерекен савăнăçлă мероприятие Раççейри мăсăльмансен Тĕп тĕн управленийĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ, Мускав хулин тата Раççей Тĕп регионĕн Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, Чăваш Республикин Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Альбир хазрат Крганов муфтий, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Пикшик ял поселенийĕн пуçлăхĕ З. Алигберов, имамсемпе хазратсем, хăнасем хутшăннă. Халăх каларăшĕнче çакнашкал йĕркесем пур: кашни çын хăй хыççăн мĕн те пулин лайăххине хăвармалла. Паянхи тĕслĕхре 7 ывăлпа пĕр хĕрĕ çак ялта çуралса ÿснĕ амăшне Нурледихан Мавлетовна Купкеновăна халалласа тунă парне. Нурледихан аппа Шăнкăртама качча тухнă. Энвер абый мăшăрĕпе 10 ача çуратса ÿстернĕ. Паянхи куна саккăрăшĕ пурăнаççĕ, вĕсен 25 ача тата 7 мăнук. Вилес умĕн, кăçалхи кăрлач уйăхĕнче, 83 çулхи Нурледихан аппа ачисенчен хăй çуралса ÿснĕ ялта мĕн те пулин лайăххине тума ыйтнă. Икĕ уйăхра, амăшĕн çуралнă кунне, калама çук илемлĕ мечĕт çĕкленнĕ. Йĕри-таврари тирпей-илемĕ те куçа илĕртет. Çĕршер çын мечĕтпе çеç мар, ачисем амăшĕ ыйтнине хăвăрт пурнăçланипе тĕлĕнсе савăннă.
Пуçласа сăмах кĕлĕ вуласа Нурледихан аппа мăшăрĕ Энвер Арифуллович Купкенов илнĕ. Альбир хазрат тĕне ĕненни ырă кăмăллă пулма, пĕр-пĕрне хисеплеме, килĕшÿре пурăнма вĕрентнине каланă, Купкеновсен çемйине Пикшик ялĕшĕн ĕмĕрлĕхе юлакан ырă ĕçшĕн тав тунă.
Район территорийĕнче 17-мĕш мечĕт уçăлнă ятпа пухăннисене ра-йон администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов саламланă. Николай Иванович нумай нациллĕ халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе, çанă тавăрса ĕçлесе чиркÿсем, мечĕтсем тунине, уявра юнашар савăннине палăртнă. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Альбир Крганов хазрата Шăнкăртамра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш ял Сабантуйĕнче ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксен пуххине, çĕнĕ мечĕтĕн имамне мăсăльмансемпе православи тĕнĕсен ырă хутшăнăвне палăртакан Хусан Кремльне ÿкернĕ картинăна парнеленĕ.
Нурледихан аппан ывăлĕ Рефис Купкенов асăнмалăх паллисемлĕ кĕмĕл медальсем хатĕрленĕ. Пĕр енче–мечĕт, тепĕр енче–тав сăмахĕсем. Вĕсемпе мечĕте тума хастар хутшăннă 10 çынна чысланă.
Кунта çамрăк имам Альмир ĕçлĕ. Альбир хазрат ăна тĕрĕллĕ тум тата чалма панă. Çĕнĕ мечĕте хăнасем парнесем кÿнĕ, ĕçре ăнăçусем суннă. Символла хăйăва каснă хыççăн пĕрремĕш кĕлĕ вуланă.
Мечĕте XVI-XVII ĕмĕрсенче масар пулнă вырăнта тунă. Килес çул унпа юнашар икĕ класлă медресе хута яма палăртнă. Уява Мускаври “Изге ай” мишер ансамблĕн концерчĕ малалла тăснă.
А. ИВАНОВА.