27 июля 2011 г.
Темиçе çул сухаламан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси–хуçалăхсен умĕнче тăракан тĕллевсенчен пĕри. Аван аталанакан агропромышленность предприятийĕсен ахаль вырттарма мар, акма-лартма та лаптăк çитейместь. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх 2010 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне усă курмасăр юлнă çĕр 55541 гектар пулнă. Пĕлтĕр 19250 гектар çинче агротехника ĕçĕсем туса ирттернĕ, çав шутран 11627 гектарне акса хăварнă.
Пĕтĕмĕшле кăçал 41859 гектара пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă. Чăннипе вара 5976 гектар çинче агротехника ĕçĕсем ирттернĕ, 1914 гектар акнă. 36 пине яхăн гектарта усă курма хал çитереймен.