27 июля 2011 г.
Республикăн 2011 çулта Чăваш Республикин ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли хушма мероприятисен тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн пысăк 7 предприятири – “Шупашкарти В. И. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ” ФПУПри, “Промтрактор-Промлит” ОООри, “Шупашкарти агрегат завочĕ”, “Атăлçи пир-авăр компанийĕ”, “Химпром”, “Промтрактор”, “Дорисс” АУОсенчи–54 хĕрарăма сиенлĕ производствăран кăларма пăхнă.
Ĕçлев служби вĕсене производствăна çĕнетмелли проектсене пурнăçлама явăçтаракан çĕнĕ профессисене малтанах вĕренме сĕнет, унтан хĕрарăмсем хăтлăрах условиллĕ ĕç вырăнĕсенче вăй хума тытăнĕç.