АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçĕн хакĕ Пысăк

27 июля 2011 г.

Арçыннăн пурнăçра çурт çĕклемелле, йывăç лартмалла, çемьеллĕ пулса ача-пăча çитĕнтермелле, тенĕ ĕлĕкхи ватăсем. Тури Чакăра пурăнакан 73 çулхи пенсионер, Аслă Чемен ял поселенийĕн депутачĕ И.Никифоров хăй хыççăн çак йĕрсене тахçанах хăварнă. Хисеплĕ ватă халĕ те алă усса лармасть. Кил-тĕрешре ывăлĕн çемйипе йышлă выльăх- чĕрлĕх усранисĕр, вĕлле хурчĕн çемйине ĕрчетнисĕр, пысăк лаптăк çĕр çинче тĕрлĕрен культура акса-лартса çитĕнтернисĕр пуçне “халăх тарçи” чунĕ ыйтнипе ял халăхĕшĕн ырă ĕç тума та пăрахмасть. Тĕрĕссипе, обществăлла ĕçшĕн çапла хыпăнса ÿкни тĕлĕнтерчĕ те. Ватă çыннăн халăхшăн тăрăшакан шухăшне ырласа ăна вырăнти власть органĕнчи çынсем пулăшса пыманни вара пăшăрхантарчĕ. Сăмахăм Тури Чакăра уйрăм хастарсен пуçарăвĕпе, халăх вăйĕпе çĕкленсе, хитреленсе пыракан Георгий Победоносец ячĕллĕ часовня пирки пырать. Кунта пысăк иконпа юнашар Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче çак ялтан пуç хунă 18–49 çулсенчи 77 çыннăн ячĕ çырăннă. Э.Бахмисов хастар чăвашпа пĕр чĕлхе тупса вырăнти ял поселенийĕпе килĕшсех ялти клубпа юнашар юхăнса выртакан çĕре уйăрса илсе виçĕм çул унăн никĕсне яма пикеннĕ. Ĕçе пурте кăмăлтан хутшăннă. Пĕри–пĕр ĕçпе, тепри тепринпе пулăшнă. Мирлĕ пурнăçшăн пуç хунă тăванĕсене чыс туса лартакан часовньăшăн сăваплă ĕç тума никам та хирĕçлемен. Паян кĕлĕ çурчĕ тултан пăхсан пĕтĕмпех хатĕр теме те пулать. Утма çула вак чул сарса хытарнă, айккисене шуратнă, пĕчĕк те хитре каçма та тунă. Çак хăтлăхшăн Ю.Карзаков, В.Бахмисов, С.Гордеев, А.Матюшкин, О.Лебедев, Николай Тимайкинсем, В.Софронов тăрăшнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти Космонавтика музейĕн директорĕн А.Тукмаковăн проекчĕпе кĕлĕ çуртне Г.Тарасовпа А.Тарасов питĕ тирпейлĕ, кăмăллă купаланă. Тăррине вара И.Ефремов тунă. Ыркăмăллăхпа пулăшнă çынсен хушамачĕсене малалла та чылай тăсма пулать. Вырăнтисенчен район Пухăвĕн депутачĕ С.Манзуркин, Ю.Матросов, Б.Бахмисов, П.Япаров, Ю.Яганов тата ыттисем те пулăшу ĕçĕнче хастарлăх кăтартнă. Республика шайĕнчи çынсем те сăваплă ĕçе чылайăн хутшăннă. Куншăн савăнмалла çеç. Эпир пынă чухне те шăрăх çанталăка пăхмасăр И.Никифоров утма çулăн икĕ айккипе кĕрхи чечексене лартса хăварма çĕр чаватчĕ. Юнашарах Н.Кудрявцевпа Н.Ершов карта тытатчĕç.

–Пысăк ĕçсене тума çыннисене хамах тупатăп-ха эпĕ. Ку тĕлĕшпе юлташсем нумай пулни те маншăн телей. Анчах тепĕр чухне йĕри-таврари курăксене çулма, çĕр чавма, тирпей-илем кĕртме ĕç алли çитмест. Акă, паян та ял поселенине пулăшу ыйтса шăнкăравларăм. Культура ĕçченĕсем кăнтăрла пушах-çке. Ял поселенийĕн специалисчĕсем ытти çынсене, шкул урлă ачасене те явăçтарма пултараççĕ.Специалист ырă сăмах вырăнне мана итлесе пĕтермесĕрех телефон кĕпçине хучĕ. Çакăн хыççăн тепĕр хут ун патне епле ыйтупа тухмалла ĕнтĕ; Ватă çынна çапла хисеплемелле-и; Культура ĕçченĕсем тенĕрен, эпĕ вĕсем кун каçа е каçхине мĕн ĕçленине те пĕлместĕп. Культура çуртĕнче ăшăлăх, хăтлăх çук. Пăхăр-ха, епле тĕксĕммĕн, мĕскĕннĕн ларать вăл (ÿкерчĕкре). Клуб çурчĕ пулни те ниçтан та паллă мар, çырса хуни çук. Йĕри-тавра вара çум курăк ашкăрать. Юнашарах аслă вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк йĕри-тавра та хитре çеçкесем мар, хыт хура алхасать. Ялти паллă, сăваплă вырăнсем çапла пулмалла-и;–тарăхса кăтартрĕ Иван Афанасьевич часовньăпа юнашарти тирпейсĕр вырăнсене.

Çакнашкал калаçу хыççăн ял поселенийĕн специалисчĕпе те тĕл пултăмăр. Вăл пирĕнпе лăпках калаçрĕ, кун пирки çак кун çеç калаçу пуçарнине асăнчĕ.

Ырă ĕçĕн хакĕ яланах пысăк. Анчах та ăна пурнăçлама, пулăшма каллех ырă çынсем кирлĕ. И.Никифоров пенсионер та çак шанăçа çухатмасть.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика