30 июля 2011 г.
Анат Тăрмăш ялĕнчи ÿссе çитĕнекен ăру каникула тĕллевсĕр сая ямасть. Мĕн çуркуннеренпех сиплĕ эмел курăкĕсем пухаççĕ вĕсем. Ÿсен-тăран ĕлкĕрсе çеç тăрать. Вĕлтĕрен чи малтан тухать. Çулçине пухаççĕ. Ун хыççăн шĕпĕн курăкĕ, шапа хупаххи... çитĕнеççĕ.
– 300 килограма яхăн типĕтнĕ сиплĕ эмел курăкĕсем пухмалла пирĕн. Умма лартнă тĕллевсене çулленех пурнăçласа пыратпăр. Паллах, ачасен вăйĕпе,– паллаштарать хăйсен ĕçĕпе куллен кирлĕ таварсем сутакан лавкка заведующийĕ А. Карзакова. Пухнă курăка çакăнта параççĕ ачасем. Хавхалантарăвĕ те пур. Уншăн тутлă апат-çимĕç, пылак шыв туянаççĕ.
Ÿркенмеççĕ ачисем. Вĕсене аслисем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Иван Ильичпа Николай Ильич Ильинсем лашапах турттарса пулăшаççĕ. Дария Ершова пенсионерка мĕн вĕлтĕрен тухсанах ĕçе пикенет. Вĕсен çумĕнче пил-лĕкмĕш, улттăмĕш классенчен вĕренсе тухнă Верăпа Вика Карзаковăсем, Лариса Чурбанова, Владимир Иванов тата ыттисем те.
А.Астраханцева.