АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма ăнăçлă, пахалăхлă ирттĕр

03 августа 2011 г.

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе иртнĕ пĕрлехи канашлура вăхăтлăха район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан М.Калмыков чăн малтанах çĕнĕ тыр-пула пуçтарса илессипе çыхăннă ыйтусене çивĕчлетнĕ. Тĕп тĕллев–хуçалăхсенче начар мар çитĕннĕ тырра кĕске вăхăтра, çухатусăр пуçтарса илесси. Канашлура выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнле пынине, вырмара техника хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмаллине те калаçнă. Çавăн пекех ял поселенийĕсене пырса тивекен ыйтусене те хускатнă: хуçалăх кĕнекисене ăнăçлă йĕркелесе пымалла, халăха çĕр пайĕсене уйăрса парассипе тимлемелле. Канашлура Кзыл Чишма тата Çĕнĕ Ахпÿрт ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем С.Минаевпа В.Тукмаков хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарнă.

Иртнĕ эрнере ятарлă комисси районти шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ. Пĕрлехи канашлура унăн итогне те пăхса тухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика