АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАТĂРЬЕЛ пуриншĕн те ырă тĕслĕх пултăр

03 августа 2011 г.

Патăрьел ял поселенийĕ ыттисемпе танлаштарсан, чылай енĕпе уйрăлса тăрать. Чăн малтанах вăл–район центрĕ. Интернационалла пысăк “çемьере” чăвашĕ те, вырăсĕ те, тутарĕ те пурăнать. Поселени территоринче тĕрлĕ шайри вуншар ĕç коллективĕ. Иртнĕ çулхи çырав итогĕпе Патăрьелĕнче 5431 çын шутланать. Хăй тытăмлăх органĕн суйлавĕ хыççăн район центрĕнче пурăнакан халăхăн ытларах пайĕ çак ялта çуралса ÿснĕ Анатолий Федорович Моисеева ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма шанчĕ. Çĕнĕ ертÿçĕ çăмăл мар “лава” кÿлĕнни тăхăр уйăх иртрĕ. Ĕçĕн малтанхи утăмĕсене хаклама, малашлăх плансене палăртма вăхăт çителĕклĕ темелле. Çак кунсенче пирĕн хаçат сотрудникĕ А.Ф.Моисеевпа тĕл пулса калаçнă.

– Анатолий Федорович, эсир ку таранччен тĕрлĕ çĕрте вăй хурса опыт пухнă. Хăй тытăмлăх органĕнчи çĕнĕ ĕçе мĕнлерех кăмăлпа пуçăнтăр;

– Патăрьел – район тĕкĕрĕ, пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулмалла. Вырăнти халăх интересĕсене хÿтĕлес, унăн пурнăç условине лайăхлатас, ял сăн-сăпатне çĕнетес ĕмĕтсемпе ĕçе пуçăнтăм. Пурнăçламалли вара çителĕклех. Район центрĕнче вăтăр ытла урампа тăкăрлăк. Вĕсенчен виççĕшĕ республика, тăваттăшĕ район пĕлтерĕшлĕ, ыттисем вара ял поселенийĕн яваплăхĕ çинче. Çулсене пăхса тăрас тĕлĕшпе тĕллевсем пысăк. Кашни çул икшер урама тирпейлесе вак чул сарасшăн. Бюджетра виççĕмĕш кварталта вак чул туянма укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Планпа кăçал Молодежная тата Федор Моисеев ячĕллĕ урамсене йĕркене кĕртесшĕн. Ку ĕçре уйрăм хастарсем те пулăшма хатĕр. Уйрăм хастарсем тенĕрен, çак кунсенче çеç Сироткин предприниматель тăрăшнипе Ленин урамĕнчи çĕр метр çула хăйсен вăйĕпе вак чул сарса тирпейлерĕç. Солнечная урамра пурăнакансем те хăйсем пуçарулăх кăтартса çак ыйтăва татса парасшăн. Урăхла каласан, çул вăл ял халăхне алăри юн тымарĕ пекех кирлĕ. Çак ыйтăва тимлĕхрен кăларасшăн мар. Çывăх вăхăтрах хĕллехи кун утма çулсене юртан тасатса тăракан техника туянасшăн.

– Пысăк ялăн проблемисем те пысăк. Урамсем пирки калаçу пуçарнă май, тирпей-илем ыйтăвне еплерех пурнăçласа пыратăр;

– Кил-тĕрешре пуçтарăнакан йăла каяшĕсене пуçтарса илсе кайса тăкасси ял поселенийĕсемшĕн пысăк расхутсемпе çыхăннă кăткăс ыйту пулса тăчĕ. Йывăрлăха кашнийĕ тĕрлĕрен татса пама тăрăшать. Эпир вара Елчĕксен тĕслĕхĕпе ĕçлетпĕр. “Чистое село” муниципаллă унитарлă предприятийĕн работникĕсем хăйсен техникипе уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен умĕнчен ятарлă графикпа çÿп-çап тултарса хунă мăйăхсемпе пуçтарса çÿреççĕ. Миххисене предприяти хăй сутать. Пĕри–30 тенкĕ. Çак меслете халăх ырларĕ, ăна хăнăхса пырать. Уйрăмах çакăншăн пĕччен пурăнакан ватăсем кăмăллă.

– Çак ыйтăвах патшалăх çуртĕнче пурăнакансемпе мĕнлерех татса паратăр;

– Район центрĕнче çеç çĕре яхăн патшалăх çурчĕ. Вĕсенче пурăнакан харпăрлăх хуçисене тăватă тĕрлĕ организаци пăхса тăрать. Çÿп-çапа илсе тухассипе те вĕсемех яваплă. Анчах кунта çакна та каласа хăвармалла. 97 çуртран çирĕмĕшне çеç тĕпрен юсанă. Чылайăшĕн пĕр ыйту– çурт тăррисенчен шыв анать. Ял поселенийĕ харпăрлăх хуçисем шутланакан кашни çурта хăй яваплăхĕ çине илсе юсаймасть. Унăн кун пек майсем те çук. Çапах халăх ыйтнипе, уйрăм депутатсем тăрăшнипе çывăх вăхăтра Гагарин урамĕнчи 2-мĕш çуртăн тăррине улăштарса тирпейлесшĕн.

Тĕрĕссипе патшалăх çуртĕнче пурăнакансен картишĕнчи тирпей-илем ыйтăвĕ тахçанах çивĕч тăнă. Кунта çынсем сарай çине сарай туса пĕтернĕ... Малашне ку ыйтупа та çирĕп йĕрке тăвасшăн. Картишсенче шăна-пăван пуçтаракан вырăн мар, ача-пăча, спорт площадкисем ытларах пулмалла. Кăçал çеç хамăр вăйпа шăпăрлансем валли икĕ площадка хута ятăмăр, виçĕ спорт пощадкине ĕçе кĕртесшĕн.

– Пурнăçра пĕччен сурнипе çеç кÿлĕ тума йывăр. Хăвăр ĕçĕрте камсенче шанчăклă тĕрев туятăр;

– Чăн малтанах депутатсем пурте хăйсен вырăнĕнче пулнăшăн савăнатăп. А.Краснов, С.Моисеев, П.Ялуков, Н. Тинюков район Пухăвĕн, Г.Ялуков, С.Сафьянов, Д.Гайнуллина ял поселенийĕн депутачĕсем хăйсен округĕсенчи халăхпа пĕлсе ĕçлесе пысăк пулăшу параççĕ. Ял поселенийĕ çумĕнче çамрăксен канашĕ, поселени пуçлăхĕн канашçисем пулни ĕçе чылай çăмăллатать. Халĕ, акă, унчченхи урам старостисене çĕнĕрен вăя кĕртесшĕн. Урăхла каласан малашне те “Пĕри–пуриншĕн, пурте–пĕриншĕн” принципа шухăша хурса ĕçлесшĕн.

– Анатолий Федорович, тавтапуç сире калаçушăн. Ĕçре ăнăçу, ырă малашлăх сунатăп.

А.ЕГОРОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика