АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат чуна уçать

03 августа 2011 г.

“Авангард” хаçата çулленех çырăнса илетĕп. 80 çулхи юбилей ячĕпе кăларнă номерте унăн историне тата тĕплĕнрех пĕлтĕм. Редакци ĕçченĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе паллашрăм. Юбилейпе саламлама каярах юлтăм пулин те вĕсене ман ырлăх-сывлăх сунас килет, хаçата малалла та килĕшÿллĕ кăларса тăма вăй-хал çиттĕр. Хам та хаçатшăн ют çын мар. Хутран-ситрен алла ручка тытатăп. 1997 çулхи “Авангардăн” çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнчи номерĕнче “Эпĕ сире пулăшма хатĕр” ятпа манăн статья тухнăччĕ. Унтанпа нумай вăхăт иртрĕ. Онкологи чирĕпе интересленсе ман пата чылай çын килчĕ. Вăхăтĕнче хам та асапланнă унпа. Мĕн пур терт-нушана чăтса ирттернĕ. 17 çул каялла операци тутарнă эпĕ. Врачсен тăрăшулăхне, халăх медицинине пула шанчăка çухатмарăм. Паянхи кун та ура çинче çÿретĕп. Мĕн пулăшать-ха; Пурнăçа юратни. Утма ÿркенменни. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни. Ĕмĕрĕме тăсас тĕллевпех сысна кĕпçи (болиголов) настойкине ĕçрĕм. Вăл наркăмăшлă курăк. Ăна питĕ асăрхануллă тата вăхăтра пухса сиплĕ эмел хатĕрлемелле. Асăрханса ĕçмелле. Чирлесен диетăна пăхăнмалла. Эрех ĕçме, пирус туртма, çуллă çиме, йывăр ĕç тума, чун-чĕререн хурланма сĕнмеççĕ. Рак чирĕнчен сипленмелли ытти майсем те пур. Мана вара сысна кĕпçи пулăшрех. Эпĕ ун çинчен маларах пĕр журналта вуласа пĕлнĕччĕ.

Чирлеме вăхăт çук халĕ манăн. Юр кайсанах вăрмана утатăп эпĕ. Хурăн, ытти йывăçсен папкисене, хурăн сĕткенне, сиплĕ эмел курăкĕсене пухатăп. Унтан çырласем ĕлкĕреççĕ. Мăйăр, кăмпа çитĕнет. Кунсерен 8-10 çухрăм утатăп. Килте ларсан кичемлĕх пусать.

Чирлĕ çыннăн яланах чĕрĕлесси çинчен шутламалла. Ракран та хăтăлма пулатех. Çакна шантарсах калатăп. Хамăн пурнăçра çакнашкал пулнă. Çавăнпа та çынсене пулăшас, ĕнентерес, шанăçне çуратас килет. Манăн сиплĕ эмелсем (курăксенчен хатĕрленĕскерсем) чылай. Вĕсене пухма ÿркенекенсене е хатĕр курăка уйăрма пĕлменнисене те паратăп. Мĕнле усă курмаллине калатăп.

Çĕр çинче пĕрре пурăнатпăр. Пĕрин канашĕ теприне усăллах. Çавăнпа та пĕлменнишĕн именсе тăмалла мар, ыйтмалла, вуламалла, шырамалла. Кирек кама пулăшма эпĕ те хирĕçлеместĕп. Çыхăнма çеç ан ÿркенĕр.

Л. ГУСЕВА.

Турхан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика