03 августа 2011 г.
2011 çулхи çуркуннехи призыв пĕтĕмлетĕвĕпе район прокуратури федерацин “Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен” саккуна мĕнле пурнăçлани пирки тĕрĕслев ирттернĕ. Çуркуннехи çар призывĕпе салтака кайма ят тухнă 331 çамрăка сывлăх тĕлĕшĕнчен пăхса тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 136-шне çара кайма юрăхлă, 25-шне вăхăтлăха тивĕçлĕ мар, 4-шне салтак аттине тăхăнма юрăхсăр тесе палăртнă.. Пĕтĕмĕшле илсен призыв комиссийĕн йышăнăвĕ саккунпа килĕшÿллĕн пулса пынă. Анчах та кăçал пĕр салтака сывлăх тĕлĕшĕнчен юрăхсăр пулнипе каялла янă.
2010 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче комисси йышăнăвĕпе Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи И.У. Пенза облаçĕнче вырнаçнă çар чаçне салтака лекнĕ. Анчах та 2010 çулхи раштавăн 2-мĕшĕнче çарти тухтăр комиссийĕ çамрăкăн вун икĕ пумăхлă пыршă чирне тупса палăртнă. Çак чирпе вара вăл федерацин “Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен” саккунăн 23 статйинчи пĕрремĕш пайĕн “а” пункчĕпе салтака каймалла пулман.
Кăçалхи çуркуннехи тапхăрта Патăрьел тата Шăмăршă çар комиссариатĕнчи 195 çамрăк хăйсен Конституци тивĕçне пурнăçланă.
Районта 18 çул тултарнă граждансем салтака каяссинчен тарса çÿрекенсем те пур. РФ Укăн 328 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн А.Б-а çара каяссинчен пăрăнса çÿренĕшĕн уголовлă ĕç пуçарнă.
Çакнашкал фактсем час-часах тĕл пулнине кура район прокуратури те çак ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрать: профилактика мероприятийĕсем, тĕл пулусем йĕркелет. Шалти ĕçсен пайĕпе çар комиссариачĕ, район прокуратури пĕр тĕллевпе ĕçлесе çуркуннехи призывра Конституци тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнса çÿрекен 21 çамрăка шыраса тупнă.
Район прокуратурин тĕрĕслевĕпе Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи пай пуçлăхне çитменлĕхсене пĕтерме представлени çырнă.
В.ПУТЯКОВ,
район прокурорĕн аслă пулăшуçи.