03 августа 2011 г.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 261 çын шутра тăрать. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта ĕçсĕррисен статусне илнисем 362-ĕн пулнă. Çак ушкăнта яланхи пекех хĕрарăмсем йышлă. Центрта шутра тăракансен 50 проценчĕ хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен пăрахнă, 37 çынна вара ĕçрен хăтарнă.Тĕнче экономикишĕн кризис пулăмĕсем сирĕлсе пĕтмерĕç пулсан та ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли тĕллевлĕ программăсене пурнăçа кĕртсе пынăран, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те ĕçсĕррисен йышĕ чакни курăнать. Çулталăк хушшинче çĕр çын центр хÿтлĕхĕнчен тухнă. Пурнăçра тĕрлĕ сăлтава пула йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсене центр тĕрлĕ майпа пулăшма тăрăшать. Ĕç шыракан е ку енĕпе кăткăслăха лекнĕ граждансем валли тĕрлĕрен тĕллевлĕ 18 программа пур. Вĕсенчен чи туллин усă курăнаканни– ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе пĕтерме граждансене харпăр хăй ĕçне уçма ирĕк парса укçа-тенкĕпе пулăшни. Çак программа 2009 çултанпа вăйра . Кăçал унпа килĕшÿллĕн 66 çын хăйсен ĕçне уçнă. Çак программăпа усă курса виçĕ предприниматель тепĕр виçĕ çынна ĕç вырăнлĕ тунă.
Паян центрта шутра тăракансем хушшинче 16 инвалид. Вĕсене ĕçпе тивĕçтерессипе те ятарлă программа пур. 2011 çулта сывлăх тĕлĕшĕнчен ыттисенчен уйрăлса тăракан 9 çынна ĕçе вырнаçтармалла. Çакăн валли патшалăх 450 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Çулталăк пуçланнăранпа “Союз”, “Стройкомфорт”, “Булат” тулли мар яваплă обществăсемпе виçĕ килĕшÿ çырнă, инвалидсене ĕçе вырнаçтарнă.
Инвалид ачасене воспитани паракан, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçтарассипе тимлекен программăсем ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Унпа килĕшÿллĕн “Союз” тулли мар яваплă обществăпа тата “Дуслык” ял хуçалăх производство кооперативĕпе килĕшÿ туса амăшĕсене ĕçе вырнаçтарнă.
Çул çитмен ачасем пушă вăхăта усăллă ирттерни, вĕсене тĕрлĕ ĕçе явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Центр 14–18 çулсенчи çамрăксене яланах хăй хÿтлĕхне илме хатĕр. Вĕсем валли те ятарлă программа ĕçлет. Кăçал планпа çул çитмен 500 çамрăка вăхăтлăх ĕçе вырнаçтармалла. Ку таранччен 348-шĕ программăпа килĕшÿллĕн ĕçленĕ. Вĕсем ытларах ватă кинемейсемпе мучисене пăхнă, шкул, палăк таврашĕсене тирейленĕ, эмел курăкĕсем пухнă тата ытти те. Ачасене ĕçленĕшĕн 850-1275 тенкĕ тÿлеççĕ.
Ĕçсĕррисен статусне илнĕ çынсен пĕр пайне профессие вĕрентес, специальность пуррисене теприне хăнăхтарас, квалификацие ÿстерес енĕпе те центр паха опыт пухнă. Кăçал çеç 47-ĕн тĕрлĕ курспа училищĕсене вĕренме кайнă. Вăл шутра тракторист, кассир, парикмахер, котельнăй операторĕ, охранник специальноçĕсене илекенсем те пур. Хальхи вăхăтра та “Аспект” вĕрентÿпе методика центрĕнче тăватă çын парикмахера вĕренеççĕ. Вĕсене вĕреннĕ вăхăтра 850 тенкĕ тÿлеççĕ, çул укçине те саплаштараççĕ. Çавăн пекех ĕçсĕррисен статусне илнисен предприяти-организаципе килĕшÿ туса общество ĕçĕсем йĕркелени те рынокри çивĕчлĕхе тирпейлеме пулăшать.
Професси вĕренĕвĕн пĕлĕвне илнĕ хыççăн пуçласа вырăн шыракансене пулăшассине те центр ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пырать. Икĕ çулта 40 ытла каччăпа хĕре тĕрлĕ предприятипе организацие ултă уйăхлăх стажировкăна янă. Кăçал тепĕр 23 çамрăк хушăнать. Хальхи вăхăтра 18 выпускника çичĕ предприятие стажировкăна янă.
Ĕçсĕррисен статусне илнисене йывăрлăхран тухма ытти программăсем те пур. Сăмахран, паян виçĕ çула çитиччен ача пăхма отпуск илнĕ амăшĕсен çак вăхăтрах тÿлевсĕрех хушма професси илме пултараççĕ. Вĕренÿ тапхăрĕнче вĕсене вăтам ĕç укçи чухлĕ стипенди те тÿлеççĕ.
Чăваш Республикин Правительстви ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва йĕркелемелли программăсемпе мероприятисене малалла та тăсать. Патăрьелĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр вĕсене пурнăçлама унчченхи пекех пысăк хастарлăхпа хутшăнĕ. Унăн хÿтлĕхĕнче малашне те шанчăклă пулĕ.
А.ЕГОРОВА