06 августа 2011 г.
Вăрманта – йывăç, хирте тырă çитĕнсен тавралăх илемлĕ. “Жизнь” агрофирма уйĕсенче унччен ытларах çум курăк ашкăрнине халь пĕрре те ĕненес килмест. Çумăрĕ те, ăшши те çителĕклĕ пулнăран, пахалăхлă вăрлăхсемпе, минераллă удобренисемпе, гербицидсемпе усă курнăран лайăх çитĕннĕ тыр-пула курсан чăннипех те чун савăнать. Кашни пучаха алла илсе çупăрлас килет. Ăнса пулнă тухăçа пуçтарса кĕртме кунĕсем кăна пулччăр ĕнтĕ. Кăçал “Жизнь” агрофирмăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1000 гектар ытла акнă. Хальхи вăхăтра комбайнсене кĕрхи ыраш тата пăрçа уйĕсенче курма пулать. Техника юсавлă, çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ пулнăран ĕç кал-кал пырать. Кадрсем тĕлĕшĕнчен те йывăрлăхсем çук. Çур аки, вырма вăхăтĕнче 11 çынран тăракан комплекслă бригада тăрăшать, вĕсем хăйсемех сухалаççĕ, акаççĕ, выраççĕ. Механизаторсем пурте вăй питтисем, ура тапса ĕçлекенсем. “Уй-хир карапĕсен” штурвалĕ умĕнче те çак çынсемех, пĕр тăван Амирпа Мунир Ибетовсем, Д.Корнеев, Р.Яфизов, М.Ямалетдинов, И.Санзяпов, М.Шарипов, Р.Хуснетдинов, А.Хисамутдинов, И.Азмуханов, Ф.Алеев ĕçлеççĕ.
–Комбайнерсене шалусăр пуçне утă, улăм, тырă, кашни культурăран процентне паратпăр. Апат тÿлевсĕр çитеретпĕр. Хуçалăхра ĕçлекен çын хуть хăш вăхăтра та кĕрсе апатланма пултарать. М.Хайбулловапа М.Шарипова поварсем иртен пуçласа каçченех столовăйĕнче, – тет “Жизнь” агрофирмăн ертÿçин çумĕ, тĕп агрономĕ Р.Салихов. Ринас Рахимуллович хуçалăх йĕркеленнĕренпех çак тивĕçре вăй хурать.
Йĕтемре те ĕçе аван йĕркеленĕ. Хальлĕхе кунта пĕр сменăпа кăна тăрăшаççĕ. Тырă ытларах кĕме пуçласан каçхи смена валли те бригада хатĕр.
Уй-хирте тăрăшакансем патне Ыхра Çырми ял поселенийĕнчи культура ĕçченĕсем те час-часах çÿреççĕ, юрă-ташăпа савăнтараççĕ.
Пурнăçра кашни япала пĕр-пĕринпе çыхăннă. Сăмахран, кадрсем çамрăк пулни кăна çителĕксĕр, техника та кивви кирлĕ мар. Агрофирмăра çакна та шута илнĕ. Комбайнсем пурте çĕнĕ, тракторсем пирки те çакнах каламалла. Парка пуянлатас, çĕнетес тĕллевпе кăçал МТЗ – 920 “хурçă ут”, “Нива” “уй-хир карапĕ”, 2 сеялка, тюк тăвакан 2 агрегат туяннă. Лайăх техника валли тыр-пул тухăçĕ те пысăк пулмалла. Пĕлтĕр Чăваш Енри ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институтĕнчен пăрçа вăрлăхĕ туяннă пулсан, кăçал çурхи культурăсене çĕнетнĕ.
–Пысăк репродукциллĕ вăрлăхсене никĕсе хывнă пулсан та тыр-пул тухăçĕ гектартан 30 центнера та çитеймест-ха. Комбайнсем халь минераллă удобрени сапайман вырăнсенче ĕçлеççĕ. Йĕпепе кĕрейменччĕ. Кăтарту çывăх кунсенчех пысăкланасса шанса тăратăп,–тет тĕп агроном.
“Жизнь” агрофирмăра кашни культурăпа ĕçлеме тăрăшаççĕ, çĕнĕлĕхсем те кĕртеççĕ. Сахăр кăшманĕ, кишĕр тата ыттине те çитĕнтернисĕр пуçне кунта виççĕмĕш çул хура тул акаççĕ. Кăçал вăл 40 гектар йышăннă, малашне çĕрех çитересшĕн. Çавăн пекех кавăн 15 гектарта ÿснĕ, ăна туянакансемпе килĕшÿ тунă.
Агрофирмăра паянхи кунпа туллин усă курса, ыранхине шанса ĕçлеççĕ.
О.ПАВЛОВА.