06 августа 2011 г.
Районта вырма куллен вăй илсе пырать. Çурлан 5-мĕшĕ тĕлне 2155 гектар вырнă, 1919 гектар тĕшĕленĕ. Тухăç вăтамран районĕпе пĕр гектартан 30,1 центнерпа танлашать. “Батыревский” (44,6 центнер), “Югель” (36,1), “Труд” (34), “Малалла” (32,8), “Исток” (32,2), “Звезда” (31,4) хуçалăхсен кăтартăвĕсем пысăк.
Кĕрхи культурăсене акма çĕр 2540 гектар е палăртнинчен 37, 8 процент хатĕрленĕ.
Хĕле валли утă –5444, сенаж – 17961, силос 4550 тонна янтăланă.