06 августа 2011 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 51 вĕрентÿ учрежденийĕ ĕçлет. Вĕсенчен 16-шĕ–вăтам пĕлÿ параканнисем. Кăçал 380 ытла каччăпа хĕр алла аттестат илсе пурнăç çулĕ çине тăчĕ. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем çăмăллăн иртмерĕç. Тепĕр енчен çакна та вырăна хумалла: вунпĕр çулхи ĕç тĕрĕсленет-çке вĕсенче, малашлăхри çул уçăлать. Чылай вĕренекен çак балсемпе аслă шкулсене çул тытрĕ. Каччăсемпе хĕрсемшĕн хăшĕн алăкĕ уçăласси çак кунсенче паллă пулать. Техникумсене, училищĕсене заявлени панисем пур. Чăваш патшалăх университечĕн районти филиалĕпе професси училищи те вĕренес шутлисене хапăлласах йышăнаççĕ. Çар ретне тăнисем унти пурнăçа майĕпен хăнăхса пыраççĕ. Иртнĕ çул экзаменсем хыççăн ачасен 60 проценчĕ–çĕр-шыври аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ. Вĕсен 63 проценчĕ бюджет никĕсĕ çинче пĕлÿ пухать. 2010-2011вĕренÿ çулĕнче шкулсенче 5095 ача пĕлÿ пухрĕ. Авăн уйăхĕнчен вара парта хушшине 4982 ача ларĕ. Пĕрремĕш класа 435-ĕн килмелле. Вĕрентÿ заведенийĕсен пурлăх никĕсĕ пуянлансах пырать. Вĕрентÿ тата лаборатори оборудованийĕсем килсех тăраççĕ. Вĕсем, 2007 çулхипе танлаштарсан, 2,5 процент ÿснĕ. Шкулсенче 23 единица интерактивлă вĕрентÿ хатĕрĕ, 100 ытла медиапроектор пур.
Пĕлÿ çурчĕсене 2011-2012 вĕренÿ çулĕ валли мĕнле хатĕрленнине пăхса тухни ĕç аван пынине çирĕплетет. Вĕренÿ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ, территорисене тирпей-илем кĕртеççĕ. Ĕçсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 1044,2 пин, район бюджетĕнчен 1044 пин тенкĕ уйăрнă.
Столовăйсенче вĕри, сивĕ шыв пур. Тасамарри юхса тухать. Автобуссен паркĕ пуянлансах пырать. Кÿршĕ ялсенчен шкула вĕренме çÿрекенсене 26 автобуспа 2 газель турттарать. Тĕрлĕ мероприятипе олимпиадăна çÿреме тата икĕ микроавтобус пур.
Кадрсем çителĕклĕ. Ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре 1339 педагог тăрăшать. Юлашки çулсенче 22 шкулта реструктуризаци иртрĕ. Авăнăн 1-мĕшĕнчен вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕчĕккĕн патшалăхăн çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕсене пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшассипе ĕçлĕç.
А. ИВАНОВА.