06 августа 2011 г.
Ыхра Çырми ял поселенийĕнче килти хушма хуçалăха тирпейлĕ тытса тăракансем сахал мар. Анчах вĕсем хушшинче те чи кăтартуллисем пур. Ял поселенийĕ çумĕнчи тирпей-илем енĕпе ĕçлекен комисси пĕтĕмлетĕвĕпе “Чи кăтартуллă килти хушма хуçалăх” ята Ыхра Çырминчи Н.Даутов, Ишекри Н.Ильин хуçалăхĕсем тивĕçнĕ. Кил-çуртпа пурăнакан ытти хуçасен вĕсенчен тĕслĕх илме сăлтавĕ пысăк.
Поселени таврашĕнче тĕрлĕрен суту-илÿ объекчĕ те ĕçлет. Вĕсенчен вара А.Иванов индивидуаллă предпринимателĕн “ Акапулька” магазинĕ тирпей-илем тытассипе чи кăтартулли тесе йышăннă. Вĕсен суту-илÿ çурчĕ таврашĕнче те тирпейлĕ, шалта та хăтлă.