АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ- амăшне те, ачисене те явап тыттарнă

06 августа 2011 г.

Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан статйисемпе килĕшÿллĕн çуллахи каникул вăхăтĕнче каçхине 23 сехет хыççăн тĕллевсĕр çÿрекен çул çитмен ачасене, вĕсене сăнавсăр, пĕччен çÿретнĕшĕн ашшĕ-амăшне саккунпа килĕшÿллĕн айăпланă. Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕсем Ыхра Çырминчен Треньелне юлташĕ патне кайнă ачасене çур çĕр иртсе пĕр сехет хыççăн тытса чарнă. Вăл çеç те мар-ха. Инспекторсем çул çитмен ачасем çав вăхăтра хĕрĕнкĕ пулнă пирки те протокол çырнă.

Çуллахи вăрăм каникулăн шутлă кунĕсем çеç юлчĕç. Çавăнпа та шкул ачисен те, вĕсен ашшĕ-амăшĕн те каçхи йĕркене çирĕп пăхăнмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика