06 августа 2011 г.
Таса пурнăçлă Илле пророк кунĕнче, çурлан иккĕмĕшĕнче, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн территорийĕнче пулас часовня вырăнне сăвапланă. Часовньăна Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава пилĕпе таса пурнăçлă Николай Чудотворец ячĕпе çĕклеме палăртнă. Вăл Патăрьелĕнче халь тăвакан Державная Турă Амăшĕн ячĕллĕ храм çумĕнче пулĕ. Турă çуртне сăвапланă çĕре Шупашкар – Чăваш Ен Епархийĕн Кăнтăр округĕн благочиннăйĕ, Первомайскинчи чиркÿ протоиерейĕ Сергий, таса пурнăçлă Александр Невский князь ячĕллĕ Патăрьелĕнчи храм протоиерейĕ Алексий, асăннă храмăн клирикĕ Петр иерей, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн, строительствăн тата коммуналлă çурт-йĕр хуçалăх пайĕн начальникĕ И. Дикин, Патăрьел ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Моисеев, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Н. Тинюков, Патăрьел район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, больница коллективĕ, пациентсем хутшăннă.
Пулас часовня территорине сăвапланă хыççăн Сергий аттепе Петр атте мероприятие хутшăнакансене саламланă.
– Эпир сирĕнпе коллегăсем: пĕрисем ÿте сыватаççĕ пулсан, теприсем – чуна, вĕсене уйăрма çук. Чунпа ÿте пĕр вăхăтра сиплесен çеç чĕрĕлме май пур. Пирĕн кун пирки яланах ас туса тăмалла, – тесе палăртнă Сергий протоиерей.
– Тискеррĕн вĕлернĕ Шупашкар–Чăваш Ен епархийĕн Кăнтăр округĕн благочиннăйĕн Анатолий аттен ырă шухăшĕ, пуçламăшĕ паянтан кашни çыннăн, Турă пулăшăвĕпе пурнăçа кĕрет. Районта пурăнакансем хальхинче те май çитнĕ таран укçа-тенкĕ хывасса шанатăп, – тенĕ Петр иерей часовня тумалли фонда кĕмĕл панă май.
Больницăн çĕнĕ корпусне тунă чухне Анатолий атте çак вырăнта кĕлĕ çурчĕ тăвас ыйтăва çĕкленĕ иккен.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем часовньăна кĕске вăхăтра туса пĕтерме пулăшасса шанас килет.
(Хамăр корр.)