06 августа 2011 г.
Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕ министерстви, “Мегафон” компани партнер пулса пулăшнипе, район-хула хаçачĕсен журналисчĕсем валли сăн ÿкерчĕксен пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе семинар-практикум йĕркелерĕ. Семинара Мускав патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн фото-служба ертÿçи, Раççейри паллă фотожурналист Дмитрий Линников ертсе пычĕ. Вăл пуçтарăннисене хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, паха сăн ÿкерчĕксем хатĕрлес ĕçри вăрттăнлăхсем çинче чарăнса тăчĕ, хаçатсенче пичетленнĕ сăн ÿкерчĕксене тишкерсе лайăх енсемпе çитменлĕхсене асăнса хăварчĕ.